03 февраля 2017 г.
Чăваш енĕн тĕп хулинче фитнес-аэробикăн уçă чемпионачĕ иртнĕ çак кунсенче. Аслисемпе ачасем "аэробика" тата "хип-хоп аэробика" дисциплинăсенче хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Командăсен икĕ минут хушшинче хăйсен ăмăрту программипе паллаштармалла пулнă. Кашни ушкăнра, йĕрке тăрăх, 6-8 çын пулмалла. Судьясем хак панă чухне тĕрлĕ енлĕ тишкернĕ номерсене.
"Аль" спорткомплексран пилĕк команда хутшăннă. 8-10 çулхисенчен "аэробика" дисциплинăра "Взлет" çĕнтернĕ, "Вайт энерджи" ушкăнри 11-13 çулхи спортсменсенчен "Степ-аэробика" дисциплинăра иккĕмĕш вырăна тухнă. "Ред энерджи" ятлă командăри 14-16 çулсенчи хĕрсем "Степ-аэробика" дисциплинăра виççĕмĕш картлашка çине улăхнă.
Елена Вячеславовна Головина тренера ЧР фитнес-аэробика федерацийĕн кубокĕпе Тав хутне панă.
А.КИРИЛЛОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"