07 февраля 2017 г.
Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ çынсенчен пĕрре те пушă тăмасть темелле, икĕ ялăн çыннисем, çав шутра шкул ачисемпе те, пырсах çỹреççĕ вырăнти культура вучахне. Кунта ĕçлекенсем хăйсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаççĕ, тĕрлĕ мероприятисемпе кружоксене ял çыннисен интересĕсене тата кăмăл-туйăмне шута илсе йĕркелеме тимлеççĕ.
Çакăн пек ĕçченсенчен пĕри кунта директорта тăрăшакан Татьяна Николаевна Ефимова. Вăл аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ, халăхра хисеп илнĕ çын. Ялан ĕçре куратăн ăна, кăнтăрла-и е каçхине - алла усса ларма вăхăт çук унăн.
Акă кăнтăрла хыççăн культура çуртне шкултан таврăнакан ачасем шакăлтатса пырса кĕчĕç. Кунти ташă кружокне çỹреççĕ вĕсем, паян мĕнле ташă пулассине ыйтаççĕ, ыранхипе те кăсăкланаççĕ. Хăйсен çепĕç чĕлхисемпе вĕçĕм пакăлтатаççĕ, пĕр-пĕрне ташă мелĕсене каласа ăнлантараççĕ. Репетицисем пуçланиччен хăйсен çийĕнчи тумтире пĕр çĕре хывса типтерлесе хучĕç. Татьяна Николаевна йĕркелĕхе кăмăлланине пĕлеççĕ шăпăрлансем. Кĕçех репетици пуçланчĕ. Ай-яй мĕн тери илемлĕ ташлаççĕ, хусканăвĕсене епле хитре кăлараççĕ хăйсем. Çавăн пек хăнăхтарать, вĕрентет вĕсене ташă кружокĕн ертỹçи Татьяна Ефимова. Ташласан-ташласан, канса та илеççĕ кружок членĕсем, репетици вăхăтĕнче хăшĕ мĕн туса çитерейменнине, пĕр-пĕр хускану элементне урăхларах та пурнăçлама май пуррине пĕрле сỹтсе яваççĕ. Çапла иртеççĕ куллен занятисем, ăсталăха кунран-кун туптаççĕ.
Кружоксем тенĕрен, халĕ çитĕннисемпе ватăсем валли те сывлăх гимнастики йĕркеленĕ. Вăл каçхине 18 сехетрен пуçласа 19 сехетчен пырать. Хаваспах çỹреççĕ сывлăх кружокне çынсем. Манăн Луиза Макарова учитель-пенсионерпа калаçма тỹр килчĕ. Вăл та кăмăлласах çỹрет иккен сывлăх занятийĕсене. Çапла майпа хăйне чылай аванрах та çăмăлрах туйма тытăннине каларĕ, кăмăл-туйăм лайăхланчĕ, терĕ. Çынсем чылайăн çỹреççĕ иккен сывлăх занятийĕсене. Кружокра вăтăр ытла çын. Чи ватти 77 çулта пулсан, чи çамрăкки 16 çултан пуçласа аслăрах ỹсĕмрисем. Вăлах ал ĕçне те вĕрентет.
Хăйсен интересĕсене кура чылай кружока çỹресе юп кураççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ, кăмăл-туйăмне çĕнетеççĕ Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкасси ялĕсенче пурăнакансем. Пурте мар, паллах, анчах кăмăл тăвакансем хаваспах васкаççĕ ялти культура çуртне. Сахалăн та мар вĕсем. Çынсемшĕн çапла тăрăшакан Татьяна Николаевна Ефимована районтисем те асăрхамасăрах тăмаççĕ пуль. Çавăнпа унăн ĕçне, пултарулăхне тивĕçлĕ хак парасса шанассăм килет.
Ф.ПЕТРОВ
Источник: "Ял ĕçченĕ"