09 марта 2016 г.
Дмитрий МЕДВЕДЕВ, Раççей Правительствин Пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин Председателĕ:
"Ĕç вырăнне çухатнă е ĕçрен тухса ỹкес хăрушлăх пур çынсене пирĕн пĕрлехи вăйпа пулăшма тăрăшмалла".
Раççей Правительствин Пуçлăхĕ Дмитрий Медведев Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Шупашкарта ĕçлев ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерме пухăннине кура маларах кунти ĕçлев центрĕн, электромеханика колледжĕнчи çынсене çĕнĕ профессисем паракан центр ĕçĕпе паллашнине пĕлтернĕ май, вăл асăннă центр çĕнĕлле ĕçленипе кăмăллă пулнине, унта çулланнă çынсем те çĕнĕ специальноçсене вĕренме пултарнине, ку питĕ пĕлтерĕшлине палăртнă.
-Пирĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ виçĕ программа пур: юхăннă çурт-йĕр, шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсем, садиксем... Халĕ çĕнĕ тата пысăк та кăткăс программăна пуçăнатпăр - кивĕ шкулсене реконструкцилесси, çĕнĕ шкулсем тăвасси. Ку енĕпе ĕçсем мĕнлерех? - ыйтнă Дмитрий Медведев.
-Пĕлтеретĕп: эпир хамăрăн обязательствăсене пурнăçлатпăр, малашне те пурнăçлăпăр, - татăклăн хуравланă Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Авари пулма пултаракан çуртсем вырăнне çĕннисене тунине илес-тĕк - юхăннă çуртсенчен куçарма палăртнă 13,1 пин çемьерен 6,5 пин çынна (5,1 пин çемьене) хăтлă çурт-йĕре куçарнă та ĕнтĕ.
-Нумай ачаллă çемьесем пирки калас-тăк, - пирĕн хамăрăн регион программи пур, - тенĕ Михаил Игнатьев. -Унпа килĕшỹллĕн 5 тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕр валли каялла тавăрса памалла мар субсиди паратпăр.
-Регион программипе-и?
-Çапла. Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесем йышлă. Çавна май, паллах, çемьесене çăмăлах мар. Кунашкалли ялсенче ытларах. Çавăнпа çынсем хушма хуçалăх тытаççĕ, çапла майпа çемье бюджетне çирĕплетеççĕ, - патшалăх пулăшăвĕ вырăнлине ăнлантарнă ЧР Пуçлăхĕ.
Ача сачĕсен темине çĕкленĕ май вăл чи малтанах Дмитрий Медведева ачасен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ ячĕпе тав тунă, мĕншĕн тесен эпир Чăваш Енре çĕнĕ йышши 45 ача сачĕ хута яма пултартăмăр, - тенĕ.
"Ыйту туллин хупăнчĕ-и вара?" - каллех кăсăкланнă Раççей Правительствин Пуçлăхĕ.
"60 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче (çав шутра ялсенче те, хуласенче те) икĕ çул тултарнă ачасем тĕлĕшпе ыйтăва туллин татса панă. Халь ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Пĕтĕмпе садиксенче 22,2 пин вырăн йĕркеленĕ. Çавна май ашшĕ-амăшĕ ĕçе тухма пултарчĕ", - пулнă хурав.
-10 çулта эпир пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 32 шкул тума палăртатпăр, - тенĕ шкулсем тăвас пирки каланă май Михаил Васильевич. -Садиксем турăмăр. Ачасем ỹсеççĕ вĕт - шкулсем те кирлĕ.
-Çав шутра çĕннисем миçе? - кăсăкланнă РФ Правительствин Пуçлăхĕ.
-11. Чи малтанах - хуласенче, мĕншĕн тесен унта çĕнĕ микрорайонсем çĕкленеççĕ.
-Питĕ тĕрĕс. Кусем - пĕр-пĕринпе çыхăннă пулăмсем. Чылай тĕслĕхре садик çумне шкул тумалли е шкул çумне тĕртсе садик çĕклемелли майсемпе усă курни меллĕ. Кăçал ку программăна пурнăçлама пуçларăмăр - халех 25 млрд тенкĕ куçаратпăр ĕнтĕ. Çак шутра Чăваш Республики валли палăртнă квота та пур - кун пирки те калаçăпăр...- ĕçлĕ тĕлпулăвăн уçă пайне вĕçленĕ Дмитрий Медведев.
Источник: "Ял ĕçченĕ"