09 марта 2016 г.
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче райадминистрацин вĕрентỹ пайĕпе вĕрентекенсен профсоюз организацийĕн районти совечĕ шашкăлла выляссипе ăмăрту йĕркеленĕ. 16 команда тупăшнă куçса çỹрекен кубока çĕнсе илессишĕн.
Районти шашистсене пай пуçлăхĕ Олег Ломоносов, профсоюз юхăмĕн активисчĕ Валерий Кузнецов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Алексей Шишов саламланă, ăнăçу, ырлăх-сывлăх суннă.
Ăмăртусем икĕ ушкăнпа хĕрỹ те çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Пĕрремĕш ушкăнра "Асамат кĕперĕ" ача сачĕн команди çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Харпăр хăйшĕн вылякансем хушшинче кунта ĕçлекен Н.Иванова воспитательница пуринчен нумай очко пухнă. Тăвайри 2-мĕш номерлĕ тата Тăрмăшри ача сачĕсем призерсен йышне кĕнĕ. Çак коллективсенчи П.Ивановапа О.Лисова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Иккĕмĕш ушкăнри 10 команда хушшинче Енĕш Нăрвашри вăтам шкул чи лайăх результат кăтартнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Тăрмăш шкулĕпе ачасемпе çамрăксен центрĕн шашисчĕсем пайланă. В.Афанасьев (Тăрмăш), П.Степанов (Йăнтăрчă), В.Пастухов (ДЮЦ), Г.Кузьмина (Енĕш Нăрваш), Е.Леонтьева (Элпуç), Н.Муханова (Мучар), С.Колбасова (Тушкил) - турнир çĕнтерỹçисен йышĕнче.
Мала тухнă командăсене куçса çỹрекен кубоксем панă, уйрăм спортсменсене грамотăсемпе, призсемпе хавхалантарнă.
И.СЕМЕНОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"