05 февраля 2016 г.
"Пирĕн таврашри тĕнче ытла та хăвăрт улшăнса пырать. Çавăнпа та эпĕ ачасене хăвăрт тата тĕрĕс шухăшлама вĕрентесси питех те пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп, ăс-тăна çирĕплетме, тĕслĕхрен, шахмат тата шашка вăййисем питĕ пулăшаççĕ. Вĕсен секцийĕсене пур çĕрте те чĕртсе тăратмалла тата аталантармалла",- тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура.
Çак кунсенче шахматла выляса "Шурă ладья" клуб парнине çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртăва районти шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Шел те, енĕшнăрвашсем çеç пулаймарĕç.
Çапла вара кĕрешĕве вунă команда тухрĕ. Чи маттуррисем Тăвай шкулĕнчи Андрей Борисовпа Кирилл Ахметов (10 кл.) тата Кирилл Харитонов (8 кл.) пулчĕç. Вĕсем 29-шар очко пухса пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Пултаруллă шахматистсем пурте тенĕ пекех хăй вăхăтĕнче Тăвайри ачасен пултарулăхне аталантаракан центрта ăсталăха туптанă. Вĕсен педагогĕ ăста шашист-шахматист Алексей Петрович Шишов пулнă. Вăл хăй те республика чемпионĕ шайне çитнĕ.
Иккĕмĕшсем - пуянкассисем, вĕсен - 26 очко. Уйрăмах команда капитанĕ, тăххăрмĕш класра вĕренекен Даниил Кириллов пысăк ăсталăх кăтартрĕ, никама та выляса ямарĕ. Никита Пикусовпа Кирилл Макаров та вăйлисен шутĕнче. Пĕр-ремĕшĕн - 7, иккĕмĕшĕн - 6, Екатерина Ефимовăн - 4 очко. Вĕсен командине Владислав Кондратьев учитель ертсе пычĕ. Вăл чăннипех те ырă сăмаха тивĕç вĕрентекен.
Тушкил команди, 22 очко пухса, виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кунта та ачасем тăрăшуллă. Вылянă чух пĕр-пĕрне хавхалантарса пыраççĕ. Уйрăмах Александрпа Святослав Кузьминсем мухтава тивĕç. Иккĕшĕн те - 5,5 очко. Александр Цыгановăн - 5 очко. Ку та пысăк çитĕнỹ - уншăн çеç мар, командăшăн та. Ираида Якимова вара 6 очко пухрĕ.
Тăваттăмĕш вырăнта пĕр пек очкопа - виçĕ команда. Пултарулăх центрĕн ачисемпе Элпуç тата Йăнтăрчă шкулĕсенче вĕренекенсем. Вĕсен пурин те 19,5-шер очко. Элпуç шкулĕн чысне Алексей Иварбеевпа Дмитрий Ашмаев хỹтĕлерĕç. Йăнтăрчă шкулĕнчи çиччĕмĕш класра вĕренекен Анастасия Петрова 9 очко пухма май пур çĕртен 7,5 очко пухса, хĕрачасем хушшинче иккĕмĕш пулчĕ. Алексей Бухмаровăн кăтартăвĕ те аван. Владимир Петровпа Сергей Александров шахматпа тата та туслăрах пулсан ỹсĕмсем пулаççех.
Пултарулăх центрĕнче вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ чăннипех мухтанма пултарать. Акă, пĕр-ремĕш "в" класри Артем Иванов иккĕмĕш хăма çинче выляса виççĕмĕш пулса тăчĕ. Камсенчен выляса илчĕ-ха çамрăк шахматист? Александр Кабаковран, Сергей Александровран, Андрей Жарковран, Никита Пикусовран, Кирилл Кайсаровран тата Виталий Яклашкинран. Вĕсем унран аслăрах классенче вĕренеççĕ.
Иккĕмĕш "в" класри Тимофей Михайлов та хăйĕнчен чылай аслăрах çулсенчи Владимир Петровпа (Йăнтăрчă шкулĕ) Николай Николаева (Тăрмăш) тата Николай Ивановпа (Тĕмер) Александр Кузьмина (Чутей) парăнтарчĕ. Дмитрий Ашмаевпа пĕр очкона çурмалла пайларĕ. Унăн ăсталăхĕ Артемăнни пекех турниртан турнира ỹссе пырать. Виççĕмĕш хăма çинче пĕрремĕш "б" класра вĕренекен Егор Королев (пултарулăх центрĕ) пулчĕ. Маттур шахматист. Михаил Капитоновпа (Тăрмăш) Аркадий Егоровран (Чутей) çăмăллăнах выляса илчĕ, Алексей Бухмаровпа (Йăнтăрчă шкулĕ) очкона çурмалла пайларĕç. Тата унăн пилĕк парти выляма май пурччĕ. 3,5 очко пухнă хыççăн тĕрлĕ сăлтава пула малалла вылямарĕ. Вăл ытти партисене хутшăннă пулсан пултарулăх центрĕн команди татах та çỹлерех "хăпаратчĕ". Центр чысне хĕрачасенчен Наталья Степанова ăнăçлă хỹтĕлерĕ.
Ан тив, турнирта чутейсемпе тĕмерсем тата тăрмăшсем малти вырăнсене йышăнаймарĕç пулин те, вĕсен выляс туртăм пысăкки курăнчĕ. Тăрăшсан, ăсталăх туптанатех! Сăмах май, тăрмăшсем яланах шашка-шахматпа малтисем пулнă. Паянхи кун та Юрий Владимировпа, Александр Афанасьевпа, Виталий Дмитриевпа мухтанатпăр. Пĕрремĕшĕ - республика чемпионĕ, ыттисем - район чемпионĕсем.
Енĕш Нăрвашри Юрий Арестовпа Иван Данилов та пĕрре кăна мар район чемпионĕсем пулнă. Вĕсене халĕ те республика ăмăртăвĕсенче курма пулать.
Февраль уйăхĕнче Шупашкарта республикăри шахмат турнирĕ иртет. Пирĕн район чысне ача-пăча аталану центрĕн вĕренекенĕсем хỹтĕлĕç. Унта 14 çула çитмен спортсменсем çеç хутшăнма пултараççĕ. Апла ăнăçу сунар вĕсене!
Л.ГУРИНА, пултарулăх центрĕн директорĕ.
В.ПАСТУХОВ, центр педагогĕ, турнирăн тĕп судйи.
Источник: "Ял ĕçченĕ"