02 февраля 2016 г.
"Пирĕн ăру тивĕçлĕ тĕслĕхсене ăша хывса çитĕннĕ, эпир вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсене чăтса ирттернĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хỹтĕлесе хăварнă, халăх хуçалăхне чĕртсе тăратнă çынсене сăнран пĕлетпĕр.
Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине уявланă вăхăтра пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче савăнăçлăн утнă чухне Вилĕмсĕр полк колонни чи пысăкки пулчĕ. Çакă - пире хальхи вăхăтра пурăнма тата ĕçлеме майсем туса парассишĕн хăйсен пурнăçне панă çынсене тивĕçлипе асра тытнин ырă тĕслĕхĕ.
Çавăн чухне, çакна пирĕнтен кашниех туйрĕ пулĕ тетĕп, паттăр аттесемпе асаттесем тата мăн асаттесем пирĕнпе юнашар килсе тăнăн туйăнчĕ. Çавăнпа та эпир сирĕнпе вĕсен шанăçне тỹрре кăлараймасăр тăма пултараймастпăр!
Республикăра çаплах фронтран инçетри тылра вăрçăн малти линийĕнчи евĕр тăватă çул хушши ырми-канми ĕçленĕ - çăкăр çитĕнтернĕ, чун хавалĕпе тăрăшса тыр-пул тухăçне пысăклатнă, завод цехĕсенче тар тăкнă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пĕтĕм вăй-халне панă - çынсем те хисепре, вĕсемпе те тивĕçлипе мăнаçланатпăр",- тенĕ.
М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнчен.
Тăрмăшри вăтам шкулта историпе краеведени музейĕ ĕçлет. Ăна учитель-энтузиастсем вăй хунипе 2005 çулта майăн 7-мĕшĕнче уçнă. Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине пысăк ĕçпе паллă тăвас тенĕ шкул коллективĕ. Вĕренекенсем те экспонатсем илсе килсе музея пуянлатнă.
Музея йĕркелесе ярас тесе ун пуçламăшĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕ Г.Н.Павлов сахал мар вăй хунă. Халĕ ĕнтĕ кунти ĕçсене истори учителĕ В.Г.Сидоров туса пырать. Унăн таравачĕпе халĕ музейре пластикран туса хатĕрленĕ сăн ỹкерчĕксен стенчĕсем питех те илемлĕн курăнса лараççĕ. Вĕсене тума ялти патриотсем, историксем, спонсорсем 32 пин тенкĕ таран укçа панă.
Музей залне кĕрсенех ял, шкул çинчен кăларнă кĕнекесене куратăн. Вĕсене тăван тавралăха тĕпчекенсем - Э.Ушаковпа Н.Кадикин çырнă. Вĕсем ял историйĕпе çыхăннă тăватă кĕнекене кун çути панă. Халĕ Э.Ушаков тепĕрне калăплать.
Пỹлĕмсенче Тăрмăш ялĕн, шкулпа спорт аталанăвĕн историйĕн стенчĕсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ документсем. Кунтах республикăри паллă ентеш-композиторсем, артистсем, ученăйсем... Кашни сăн ỹкерчĕк айĕнче вĕсен кĕске биографийĕ. "Тава тивĕçлĕ" ята илнисен кĕтесĕ те пысăк вырăн йышăнать. Çак чыса тивĕç пулнисем Тăрмăшра çуралнисем кăна 38 çын иккен.
Музей пушаннă пĕр класра вырнаçнă. Экспонатсем нумайланса пынине кура вĕсем валли юнашарах тепĕр пỹлĕмне пушатнă. Халĕ унта юсав ĕçĕсем тăвасшăн.
Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине паллă туса вăрçă ветеранĕсене халалласа уйрăм кĕтес тунă. Ялтан вăрçа хутшăннисене пурне те тупса палăртнă. Унсăр пуçне Афган вăрçинче тата ытти вĕри "точкăсенче" пулнисене те. Уйрăм пысăк стендра - вăрçăра тата ĕçри хастарлăхшăн орденсем илнисен сăн ỹкерчĕкĕсем. Паян кунта 78 çыннăн сăнне вырнаçтарнă. Ĕç малалла пырать, мĕншĕн тесен ордена тивĕçнисем татах та пур-ха.
Ачасене патриотла воспитани парас ĕçре пур майсемпе те усă куратпăр. Кашни çулах Çĕнтерỹ кунĕнче шкул ачисен парадне ирттеретпĕр. Иртнĕ çул, акă, Çĕнтерỹ Ялавне чыслăн кĕтсе илсе, ăна шкулта пĕр вăхăт упрасан малалла ытти шкулсене ăсатрĕç. "Вилĕмсĕр полк" акцине активлă хутшăнчĕç ачасемпе учительсем. Хăйсен ашшĕсемпе аслашшĕ портречĕсене мăнаçлăн йăтса ял урамĕпе утрĕç. Асăнмалăх вара сăн ỹкерчĕксемпе видеороликсем ỹкерчĕç, Интернета та кăларчĕç. Кун пек мероприятисем ачасен шухăш-кăмăлне хускатаççĕ, тăван ен историне вĕренме хистеççĕ, ĕмĕр асра юлаççĕ. Каламалла, ял халăхĕ те интересленсе паллашать музейри экспонатсемпе. Кашни çулах Çĕнтерỹ митингĕнче пулнă хыççăн ветерансем малтан музее кĕрсе тухаççĕ.
Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕ - Тăрмăш шкулĕн кунĕ. Ăна 3-мĕш хут паллă тăваççĕ, малашне те çирĕп йăлана кĕртсе пырасшăн. Кăçал шкул 132 çул тултарчĕ. Шкул историйĕ çинчен стена хаçачĕ кăларчĕç, библиотекăра кĕтес турĕç. Пĕр эрне хушшинче вĕренекенсемпе истори сехечĕсем йĕркелерĕç, пур класс та музее тепĕр хут кĕрсе шкул историйĕпе паллашрĕ. Эрне вĕçĕнче хоккей площадкинче шорт-трек ăмăртăвĕ ирттерчĕç.
Мероприятисене хатĕрлеме пур вĕрентекен те хутшăнчĕ. Уйрăмах физкультурăпа ОБЖ учителĕсене Р.Николаевпа М.Смолина тата музей ĕçне йĕркелесе пыракан учительне В.Сидорова палăртмалла. Шкул ертỹçин С.Николаеван тỹпи те пысăк. Вăл пуçарнипе нумай çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрсе пырать. Çавăн пек патриотла воспитани пани, паллах, çамрăк ăрăва тĕрĕс çул çине тăма, çĕршыва усăллă çынсем пулма пулăшаççĕ.
В.ЛАВРОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"
Источник: "Ял ĕçченĕ"