Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне - тĕнчери чи хаклă çын

26 ноября 2015 г.

Саватăп эп сана, аннеçĕм!

Эс кирлĕ яланах пире.

Ачаш та çепĕç, ырă эсĕ,

Чи хаклă çын çак тĕнчере.

Вăрăм Палюк.

Анне... Мĕнле çепĕç те илемлĕ сăмах вăл. Кам шухăшласа кăларнă-ши ăна? Мĕн чухлĕ пĕлтерĕш пытаннă унра. Пĕлетпĕр, кирек хăш ачашăн та пĕрремĕш сăмах вăл - анне. Тĕнчери пур чĕлхепе те çак сăмах ачаш кĕвĕ пек янăрать. Анчах мана темшĕн чăвашла калакан "анне", "аннеçĕм" сăмахсем тата çепĕçрех, илемлĕрех илтĕннĕн туйăнаççĕ.

Вăл пире илемлĕ çут тĕнче курма пурнăç парать, çунат хушса вăй илме кăкăр сĕчĕпе ỹстерет. Вунă, çирĕм, аллă çул иртсен те тĕрлĕ пулăм, ỹсĕм хыçа юлсан та анне сăнарĕ нихăçан манăçмасть, çепĕç сасси те ялан асра.

Пĕчĕк чух та, ỹссе килтен тухса кайсан та вăл пирĕн пурнăçпах пурăнать, пирĕншĕн тунсăхлать. Турăран ырлăх, сывлăх, телей ыйтса ачисене ыррине çеç сунать. Аннене яланах хисеплемелле, асра тытмалла. Тепĕр чухне шантарнă сăмаха тытаймастпăр, юратнă çынна сăлтавсăрах кỹрентеретпĕр. Ăнланмастпăр-çке эпир аннен чĕри епле ыратнине. Пурпĕрех вăл пире каçарать, юратать, хăй ăшшине пиллет.

Анне сăнарĕ литературăра та паллă вырăн йышăнать. Кашни çыравçăн пултарулăхĕнче çывăх çыннине халалланă сăвă ярăмĕсем пур.

Тăван аннене суйламаççĕ,

Суйлас пулсан та ăна

Эп илĕттĕмччĕ суйласа,

Тăван аннем сана! - тенĕ Раиса Сарпи хăйĕн сăввинче.

Анне сăнарĕ ỹнер искусствинче те паллă вырăн йышăнать. Кашни художник ытарайми çын сăнарне сăнласа хăварма тăрăшнă.

Шупашкар варринче, аслă Атăл хĕрринче "Управçă анне" палăк мăнаçлăн ỹссе çĕкленчĕ. Çак монумент - пирĕн йăхташăмăрсем хăйсене çуратса пăхса ỹстернĕ çынна вĕçĕ-хĕррисĕр юратнине, хисепленине, парăннине çирĕплетекен питех те пархатарлă тĕслĕх.

Хĕрарăма сăнарлакан хайлавсем Октябрь пăлхавĕчченех йышлă çуралнă. Пысăк калăплă жанрсенчен И.Юркинăн "Мул" повеçĕ, Турхан Яккăвĕн "Варуççи", К.В.Ивановăн "Нарспи" поэмисем палăрса тăраççĕ. Чăваш поэзийĕнче "Анне" ятлă пĕрремĕш сăвва Турхан Яккăвĕ çырнă. Çав саманари чăваш амăшĕн салхуллă сăнарне автор ача куçĕпе, чунĕпе чĕрене тивмелле ỹкерсе кăтартать.

Пирĕн халăх аннене чăннипех те сăваплă та асамлă çын вырăнне хунине, ăна яланах пуç тайса тав туса тăнине хамăрăн мухтавлă аслă ăсчахăмăр Г.Н.Волков та хăйĕн ĕçĕсенче темиçе те палăртнă. "Анне - пурнăçра чи чыслă та пархатарлă тема. Тĕнчипе вăл çавнашкал. Апла пулин те чăвашшăн çак тема темле тарăнрах шухăшпа çыхăннă, мĕншĕн тесен халăх хăйĕн йăли-йĕркинче аннене Турăпа тан шутлать, ăна уйрăмах пысăк вырăна хурать".

Анне пуррисем телейлĕ. Хуть мĕнле пулсан та анне вăл - аннех. Темшĕн ачисене çуратсан ача çуртне пăрахса хăваракан хĕрарăмсем пур. Вĕсем чунсăр çынсем. Вĕсен ачисен те "анне" тесе чĕнес, ачашланас килет.

"Аннене суйламаççĕ,

Ма тесен вăл пĕрре.

Аннене хурламаççĕ -

Вăл çуратнă пире", - тесе çырнă Анатолий Смолин. Ку сăмахсемпе килĕшмесĕр тăма çук.

Эпир аттепе аннен виççĕн: пичче, аппа тата эпĕ. Пĕри тепринчен пĕчĕк пулнă. Унсăр пуçне тата ял çыннин выльăх-чĕрлĕхне те пăхмалла, пахча çимĕçне те туса илмелле. Анне ку ĕçсене туса ĕлкĕрсе пырас тесе йĕркеллĕ çывăрса та курман пулĕ. Эпир пĕрин хыççăн тепри чирлесен пирĕн вырăн патĕнчен кайман, сипленĕ, ачашласа çывăрттарнă.

Юратнă аннеçĕм, Эльвира Николаевна Кириллова манăн пурнăçăмри хĕрарăм идеалĕ. Хĕрсене эпĕ аннерен тĕслĕх илме сĕнетĕп. Манăн анне çирĕм ултă çул учительте ĕçлет. Вăл кашни кун ирех тăрса пире валли тутлă апат пĕçерет. Унсăр пỹрт илемĕ те, ăшшийĕ те çук. Сасси хитре те çепĕç. Ĕçчен, ăста кил хуçи. Вăл яланах хăнасене кĕтсе илме пĕлет. Сĕтел çинче тулли апат-çимĕç. Атте пире яланах аннене пулăшма, юратма вĕрентет. Хăй те ăшă сăмахсем кăна каласа савăнтарать.

Эпĕ пиччепе аппаран тĕслĕх илсе ỹсетĕп. Вĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлỹ илнĕ. Мĕн ачаран спортпа туслă. Владислав Канаш хулинчи пушар чаçĕнче тăрăшать. Олеся ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарта ĕçлет. Вĕсем те кирлĕ чухне аннепе канашлаççĕ.

"Ачасем хамăра çуратнă аннесене нихăçан та манар мар, упрар", - тесе каласшăн эпĕ. Çунатланса çитсен те яланах пулăшма тăрăшар.

Даниил КИРИЛЛОВ,

9 класс.

Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ.

 

 
 

 

Янтиковский район Чувашской Республики

Первоисточник: АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ecченe» («Сельский труженик»)

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика