30 сентября 2014 г.
Вĕрентекен ĕçĕ чи сумлă та сăваплисенчен пĕри. Ахальтен каламан ваттисем: "Çыравçă хăйĕн хайлавĕсенче пурăнать, лайăх ỹнерçĕ - ỹкерчĕксенче, учитель ăсталăхне вĕренекенсен ăс-хакăлĕнче, хăтланăвĕнче курма пулать".
Паянхи куна районти 10 вăтам шкулта 172 учитель тăрăшать. Вĕсенчен 95 проценчĕ - аслă пĕлỹллĕ, 19 проценчĕ - аслă категориллĕ. Кашниех хăйĕн ăсталăхне тăтăшах тĕрлĕ курссенче, семинарсенче ỹстерет. Кунсăр пуçне учительсем район, республика шайĕнче иртекен профессиллĕ конкурссенче хутшăнса малти вырăнсем йышăнаççĕ.
Кăçал Тăвай шкулĕнче географи вĕрентекен Е.Г.Павлова творчествăлла ĕçлекен учительсене уйăракан 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕ. Ачасемпе яшсен пултарулăхне аталантаракан центр педагогĕ В.В.Моисеев республикăри конкурсра çĕнтерсе 20 пине тивĕçрĕ.
Кăçал района пĕр çамрăк учитель ĕçлеме килнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, 35 çула çитмен вĕрентекенсем 13-ĕн (7,5 процент). Учительсен профессиллĕ уявĕ çывхарнă май кашнинех ырă сăмахпа палăртса тав сăмахĕ калас килет.
Районти чи пултаруллă, çĕнĕлле ĕçлекен педагогсенчен пĕри - Тăвай шкулĕнче биологи вĕрентекен А.П.Михайлова. Вăл аслă категориллĕ учитель, ĕç стажĕ 34 çулпа танлашать. Вĕренỹпе воспитани ĕçне пысăк тỹпе хывнăшăн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ята тивĕçнĕ. Альбина Петровна çинчен унăн вĕренекенĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ ыррине кăна калать. Юлашки 3 çулта çеç вăл район шайĕнче иртекен предмет олимпиадисенче 50 ытла çĕнтерỹçĕ хатĕрленĕ, республикăра - 18, Раççейре - 3.
20 çул ытла Альбина Петровна "Çут çанталăк хỹтĕлевçисем" кружока ертсе пырать. Унта çỹрекенсем çулсерен республикăра иртекен слета хутшăнса малтисен шутне кĕреççĕ.
Урокĕсене вăл ытларах тĕпчев мелĕпе йĕркелет. Çапла майпа ачасен биологипе экологи урокĕсене вĕренес туртăмĕ татах ỹсет.
А.Михайлова ертсе пынипе ачасем республикăри "Эксельсиор" наукăпа практика конференцийĕнче те çулсеренех ăсталăхĕпе палăраççĕ. Акă, Ольга Лебедева вĕренекен Раççей шайĕнчи 30 пинлĕх гранта та тивĕçнĕ.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче А.Михайлова Мускавра Раççейри наука академийĕ (К.Северинов лабораторийĕ) йĕркеленĕ экспериментлă лаборатори ĕçне хутшăннă (унта 199 вĕрентекенрен 14-шне суйласа илнĕччĕ). Хастар учитель тĕп хуларан тĕрлĕ оборудовани, реактивсем илсе килсе "ДНК молекулине тупса палăртасси" темăпа республика шайĕнче уçă уроксем ирттерчĕ.
Унăн ĕçĕпе паллаштаракан статьясем "Халăх шкулĕ" журналта пичетленеççĕ.
Альбина Петровнан ĕç опытне пĕтĕмлетсе, ăна Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕ çĕнĕлле ĕçлекен, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан учительсен йышне кĕртнĕ.
А.ИВАНОВА,вĕренỹ пайĕн методисчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"
Источник: "Ял ĕçченĕ"