27 ноября 2012 г.
Шупашкарта пурăнакан икĕ каччă кинотеатр умĕнче çамрăк хитре хĕрпе паллашнă. Хĕр хăй Хусантан пулни, ĕнертенпе ăшне тĕпренчĕк апат яманни, ăçта çĕр каçмаллине пĕлменни çинчен пĕлтернĕ.
Хитрескерне çамрăксем хĕрхеннĕ, хăйсем патне илсе кайнă. Хăна темиçе кун пĕр каччи патĕнче пурăннă. Лешĕ ăна тумлантарнă, хаклă йышши карас телефон парнеленĕ. Унтан пике тепĕр каччи патне çĕр каçма юлнă. 29 çулхи хваттер хуçи ирхине ĕçе çитнĕ-çитмен, ун телефонĕ çине шăнкăрав килет. Телефон ун счечĕ çинчи 90 пин тенкĕ “пăсланни” çинчен хыпарлать. Вăл укçа карттипе усă курмаллине хăвăрт пÿлет те килне тухса вĕçтерет. Ун патĕнче çĕр каçнă хĕрĕн йĕрĕ те юлман. Ку тем мар-ха, пике унăн бумажникĕнчен банкоматпа усă курмалли карттăна йăкăртнă. Çамрăк пулин те, тавçăруллăскер маларах алăпа çырнă пин-код номерне сĕтел сунтăхĕнче асăрханă.
Çавах та банк уйрăмĕнчи видеокамера ют счет çинчен укçа илекене ÿкерсе юлнă. Хĕр Çĕнĕ Шупашкар хулинче 9-мĕш класра вĕренекен кăна пулнă. Вăл шкула йĕркеллĕ çÿремен, ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене итлемен, уроксенчен тăтăш юлнă. Вăрланă суммăна вăл Мускава кайса туххăмра алласа килнĕ. Ăна халĕ ют пурлăха вăрттăн вăрланăшăн айăплаççĕ. Вăл айăпне йышăнать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"