07 февраля 2014 г.
Сивĕ çанталăка пăхмасăрах Тĕмер шкулĕнче ăшă туйăм, тараватлăх хуçаланчĕ. Илемлĕ кĕвĕ янăравĕ, ятуллă чăваш тумĕсем тăхăннă каччăсемпе хĕрсем, пуян ал ĕç куравĕ – пурте чуна тыткăнлаççĕ. Паян пысăк уяв – Культура çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Районти шкулсенче музыкăна вĕрентекенсем те семинара пухăннă Тĕмере.
Чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илтĕмĕр. Ал ĕç ăстисен куравĕнчи япаласене куç илмесĕр сăнаса киленчĕç пухăннисем. Нумай çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă Зоя Ивановнапа унăн мăшăрĕ Михаил Степанович юмахсенчи сăнарсене чун кĕртме хутпа, çилĕмпе усă курнă. Чăнахах та ылтăн алăллă. Ялти вулавăшра та темиçе хутчен паллаштарнă вĕсем хăйсен ĕçĕсемпе. Художество училищин студентки Анастасия Чумышеван тăмран хатĕрленĕ япалисене, ÿкерчĕкĕсене те ырласа йышăнчĕç. “Чăн-чăн тĕрĕ ăсти”, – терĕç Зоя Соколова пирки. 9-мĕш класра вĕренекен Наталия Волынкина вара çыхас енĕпе маттур.
Паллă пулăмпа шкул директорĕ А.Николаева саламларĕ. “Культура çулталăкĕнче пирĕн тĕллевсем пысăк, ” – терĕ вăл.
Чăваш Ен пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăра тĕпленсе пурăнакан 128 халăх çыннипе 8 этника ушкăнĕ хушшинче килĕшÿ хуçаланнине, çакă Чăваш Ене, Раççее ăнăçлă аталанма майсем туса пани çинчен каланăччĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Культура çулталăкне уçнă чух. Тĕмерте те тĕрлĕ наци çыннисем туслă пурăнаççĕ. Уяв программине ачасен ушкăнĕ халăхсен пĕрлĕхне сăнлакан музыка композицийĕпе пуçларĕ. Кĕçĕн класс ачисен тĕрлĕ халăх ташшисенче тăванлăх туйăмĕ палăрчĕ. 10 класс хĕрĕсем савнă хуламăр çинчен хывнă юрра илемлĕн шăрантарса, хÿхĕм чăваш ташшисемпе концерта пуянлатрĕç.
Л.Солдатова библиотекарь Раççей, Чăваш Ен культурипе, тăван тавралăхпа çыхăннă видеофильмпа паллаштарчĕ. Тăванлăх юррипе вĕçленчĕ уяв.
В.ГАВРИЛОВА. Тĕмер ялĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: уяв саманчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"