Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур пикесем

11 февраля 2014 г.

Кашни çулах Чăваш Республикинче пурăнакан 1000 çамрăк, 14–30 çулхи яшсемпе хĕрсем, вĕренÿпе тĕпчев тата пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тăвакансем, стипендиатсем пулса тăраççĕ.
Тĕмер шкулĕнче стипендиатсен шучĕ хушăнсах пырать. 2004 çулта – Аста Николаева, 2008 – Регина Большова, 2011 – Ирина Романова, Анастасия Чумышева, Регина Большова, 2013 – Ангелина Николаева, Анна Катякова. Кăçал вара çак чыса Александра Тимошкинапа Екатерина Автономова тивĕçрĕç.
Сашăпа Катя – пултаруллă, маттур, ĕçчен хĕрсем. Хушнă ĕçе яланах вăхăтра туса пыраççĕ. Катя – “Тĕмер çамрăкĕсем” волонтер командин ертÿçи. Саша та иккĕмĕш çул волонтерсен ретĕнче. Ватăсене пулăшма, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне тасатса тирпейлесе тăма, шкулта, районта ирттерекен мероприятисене хутшăнма яланах вăхăт тупаççĕ вĕсем.
“Тăвай çăлтăрĕсем”, “Хаваслă пушмак” конкурссенче яланах малтисен ретĕнче. Хăйсен хитре те илемлĕ сассисемпе концертсенче, ташă каçĕсенче савăнтараççĕ. Иккĕшĕ те спортпа та туслă. Районти “Зарница” тата “Орленок” вăййисене хутшăнаççĕ. Команда ăнăçлă тупăшнинче вĕсен тÿпи те пур. Волейболла, баскетболла выляма ăста.
А.Тимошкинапа Е.Автономова “5” паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыраççĕ. Саша юлашки 3 çул хушшинче (16 хутчен) шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадисен муниципалитет тапхăрĕн призерĕ тата çĕнтерÿçи пулчĕ, республика шайĕнче литература предмечĕпе палăрчĕ.
Катя вырăс литературипе, КРКпа, правăпа, астрономипе тата ытти предметсемпе малтисен йышне кĕчĕ.
Малалла та ăнăçу çеç сунас килет çамрăксене.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Александра Тимошкинапа Екатерина Автономова стипендиатсем.

Н.БОЛЬШОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика