Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сачĕн çуртне тума пуçларĕç

17 января 2014 г.

Пирĕн районта та ачасем çирĕп сывлăхлă, телейлĕ ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ. Ялсенчи шкул çулчченхи учрежденисем аван ĕçлеççĕ-ха пĕчĕккисене тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе. Çапах та ача садне кайма черет тăракансем те пур. Çак ыйтăва татса парас тесе чылай ĕç турĕç район администрацийĕнче вăй хуракансем. 176 вырăнлă, 8 ушкăнлăх ача сачĕн тепĕр çуртне тума пуçлама документсем туса пĕтерчĕç. Строительство ĕçĕсене пуçлама ирĕк панă ĕнтĕ.
Иртнĕ ытлари кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванеркепе вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов ĕçсем мĕнле пулса пынипе интересленчĕç.
Тăвай ялĕнчи малтанхи спорткомплекс çурчĕпе юнашар, йывăçсем хушшинче шăплăх хускалнăччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Алексеев та унтаччĕ, ĕçлекенсене тĕрлĕ сĕнÿсем паратчĕ. Пĕр пысăк тракторĕ стройка пуçланмалли вырăна юртан хырса тасатса якататчĕ. Экскаватор “КамАЗ” автомашина çине ăпăр-тапăр тиетчĕ. Шупашкарти “Старатель” строительство компани” тулли мар яваплăхлă обществăн тепĕр икĕ работникĕ ятарлă приборсемпе çурт никĕсне ямалли вырăн мĕнле лару-тăрура пулнине тĕпчетчĕç.
–Пысăк пĕлтерĕшлĕ объект валли уйăрнă лапама тасатса пĕтермелле çывăх вăхăтра, иртен-çÿрен çынсем строительсене ĕçлеме ан кансĕрлеччĕр тесе хÿме тытса çавăрмалла, – пĕлтерчĕç вĕсем.
–Федераллă, республика тата вырăнти бюджетсенчен пурĕ 81 миллион та 847 пинлĕх укçа-тенкĕ уйăрнă ача садне тума. 
17-3
Паянхи куна асăннă суммăн 2 ытла миллион тенкине ĕçе кĕртнĕ. Строительсен коллективĕпе килĕшсе татăлнă. Асăннă объекта çулталăк вĕçĕнче хута ямалла. Ĕçĕр ăнса пытăр сирĕн, – тесе ырă сунчĕ Владимир Алексеевич ясли-садăн çĕнĕ çуртне тума кăмăл тунисене.
–Шкул çулчченхи вĕренÿн çĕнĕ учрежденийĕ икĕ хутлă пулать. Пĕрремĕшĕнче чи çамрăк, кĕçĕн, вăтам ушкăнсен ачисем валли çывăрмалли, хывăнмалли, вылямалли пÿлĕмсем, столовăй, прачечнăй, ĕçлекенсен кабинечĕсем вырнаçĕç. Иккĕмĕш хутра аслă тата шкула кайма хатĕрленекен ушкăнсем, методика, процедура, медицина кабинечĕсем, музыка тата сывлăха çирĕплетмелли зал, кладовойсем тата ытти пÿлĕмсем пулĕç. Çавăнпа кăçал пирĕн районта пĕлтĕрхинчен нумайрах ача çураласса шанатпăр, – калаçăва хутшăнчĕ вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов та.
Çапла пултăр, лаша çулĕнче Тăвай ене аист тăтăшрах вĕçсе килтĕр.
А.НИКИТИНА.
Сăн ÿкерчĕксенче: ача сачĕн çурчĕ пулакан вырăнпа паллашнă самантра; экскаватор водителĕ автомашина кузовĕ çине тăпра тиеме хатĕрленет.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика