17 января 2014 г.
Григорий Николаевич Павлов Тăрмăш ялĕнче 1939 çулта çуралнă. Ялти 7 çул вĕренмелли, унтан Енĕш Нăрвашри вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Малалла ăс пухассине Шупашкарти педагогика институчĕн физика факультечĕпе, дипломлă пулсан ачасене вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă.
Ĕç биографийĕн малтанхи çулĕсем Вăрнар, Канаш районĕсенчи, Енĕш Нăрвашри (Тăвай районĕ) шкулĕсенче иртнĕ. 1966 çулта тăван ялта вăтам шкул уçсан, физика, тăван ен историпе культурине вĕрентме пуçланă.
Вĕренекенĕсем яланах ырăпа аса илеççĕ Григорий Николаевича, хăй ĕçĕнче профессионал, общество пурнăçĕнче пуçаруллă пулнине, нумай çитĕнÿ тунине палăртаççĕ. Шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани ĕçĕсен çумĕнче, директорта тăрăшнă. Çапла 47 çул ачасене пĕлÿ панă.
Унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ята, “РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” паллăна тивĕçнĕ. Аслă категориллĕ учитель Тăвай районĕнче пуçласа ирттернĕ “Çулталăк вĕрентекенĕ” конкурсра çĕнтернĕ. ЧАССР учительсен V съезчĕн делегачĕ пулнă.
Шкулăн 130 çулхи юбилейĕ умĕн нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Паянхи кунччен педагогика ĕçĕнче 286-ăн вăй хунă. Вĕсенчен чи пысăк стажлисенчен пĕри – Григорий Николаевич. Хамăр çемье ячĕпе пысăк тав сăмахĕ каласшăн ĕç ветеранне. Вăл пирĕн Ялугинсен виçĕ ăрăвне вĕрентсе тарăн пĕлÿ панă: асаннене (Мария Степановнана, халĕ Пенсире), аттепе аннене (Андриян Николаевич Канашра администраторта, Ольга Алексеевна Тăвайри сĕт-çу заводĕнче ĕçлеççĕ) тата мана. Эпĕ 11 класра вĕренетĕп.
Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче Григорий Николаевич Павлов 75 çул тултарчĕ. Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр сире, пирĕн юратнă Вĕрентекенĕмĕр.
Сăн ÿкерчĕкре: Г.Н.Павлов Ялугинсемпе
Г.ЯЛУГИН.
Источник: "Ял ĕçченĕ"