Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче – шкул артисчĕсем

17 января 2014 г.

Элпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Уроксем хыççăн тĕрлĕ кружоксемпе секцисене (пурĕ 23) васкаççĕ. “Çамрăк артистсем” кружока вара аслă классенчен çÿреççĕ.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче театра юратакансем Н.Айзманăн “Кай, кай, Ивана” камитне сцена çине кăларма суйласа илчĕç. Тĕплĕн хатĕрленчĕç халăх умне тухиччен, кашниех хăйне панă ролĕн сăмахĕсене пăхмасăр вĕренчĕ, 21 ача вылять спектакльте. Пурин валли те шап-шурă чăваш тумĕсем çĕлетнĕ, ĕç урокĕсенче вĕсене наци тĕррисемпе илемлетнĕ. Декорацие те вырăнлă вырнаçтарнă, вăл пулăм вăхăчĕпе килĕшсе тăрать.
Аннесен кунĕнче “Эльен” эстрада ушкăнĕн концерчĕсем Çĕнçырма, Элпуç, Нÿшкасси, Ураскасси, Пуянкасси ялĕсенче иртрĕç. Программăна “Кай, кай, Ивана” спектаклĕн хăш-пĕр сыпăкĕсене те кĕртрĕç. Куракансем тăвăллăн алă çупса темиçе хутчен те сцена çине тухма ыйтрĕç.
“Пирĕн чăвашсен ĕлĕкхи йăли-йĕркисене сыхласа хăварма тăрăшмалла, чăвашлăха пĕтермелле мар. Куçпа курни нумайлăха юлать, çавăнпа театрăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Кăçалхи Культура çулталăкĕнче çамрăк артистсен те çак ыйтусене мала кăларни аван”, – тет драмкружокăн пултаруллă ертÿçи Николай Степанович Васильев учитель.
Музыкине йĕркелеме Александр Павлов нумай пулăшрĕ.
Пьесăри ĕçсем 1920–1930 çулсенче чăваш ялĕнче, комсомол ячейккисем чăмăртаннă вăхăтра, пулса иртеççĕ. Марук ролĕнче – Анжелика Никифорова. Вăлах ачасен “Шкул тĕнчи” организацине ертсе пырать. Хăй тавра чи пуçаруллă ачасене явăçтарнă. “4” тата “5” паллăсемпе вĕренсе пырать. Спортпа туслă. Мĕн каласси пур, Ураскассинчи Никифоровсен çемйине районта çеç мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул “Çулталăк çемйи” конкурсра финала тухса “Спорт çемйи” номинацире палăрнă.
Владимир Буров (Хветĕр) чухăн каччăна ĕненмелле сăнарлама пултарчĕ. Пуян Иван ролĕнчи Александр Никифоров чăн-чăн артист пекех тытрĕ. Андрей Максимов (ватă Йăкăнат ролĕнче) хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Валентина Шабалина айван Пашăна епле кулăшла кăтартма пултарчĕ. Инесса Петрова (Вĕçелис) ăста сăнарларĕ евчĕ рольне. Анастасия Семенова вара каснă лартнă Кĕтерук, юратмасть пуян-кулак таврашне, кулать, тăрăхлать вĕсенчен. Владислав Воеводовпа Анатолий Алексеев та сцена çинче хăйсене тытма пĕлеççĕ, илĕртÿллĕ выляççĕ. Пĕр тăван Ольăпа Миша Ивановсем пирки те ырă сăмахсем çеç калас килет. Турă панă талант пурах вĕсен, лăпкă, сăпайлă, ĕçчен, спортпа туслă ачасем. 6 класри Александр Кабаков юрлама-ташлама юратать, театр ĕçне те хастар хутшăнать.
Ытти хĕрсемпе каччăсен ролĕсене Марина Павлова, Елена Иварбеева, Ирина Николаева, Анастасия Дмитриева, Олеся Федорова, Алла Яковлева, Ольга Федорова, Константин Константинов, Екатерина Бурова, Юрий Васильев, Илья Нилов, Анатолий Гаврилов пысăк хавхаланупа выляççĕ.
“Талантлă çын пур енлĕ талантлă”, – теççĕ. Ку шăпах Роман Андреев пирки. Рома тăрăшса вĕренет, обществăлла мероприятисене хастар хутшăнать, спорта юратать, çав вăхăтрах “Эльен” эстрада ушкăнне çÿреме вăхăт тупать. Ăна куракансем яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ, темиçе хутчен те сцена çине тухма ыйтаççĕ. Çакăн пек маттур ача пăхса çитĕнтернĕшĕн Елена Степановнапа Станислав Ипатьевича тав сăмахĕ каласшăн.
Ачасем хăйсем енчен шкул автобусĕн водительне Владимир Анатольевича тав тăваççĕ.
Хĕллехи каникул кунĕсенче çамрăк артистсем Элпуç ял тăрăхĕнче вырнаçнă ялсенче, район центрĕнче пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ăнăçу сире, Эльен яшĕсемпе хĕрĕсем!
Е.ГАВРИЛОВА, Элпуçĕнчи вăтам шкулта вĕрентекен.
Сăн ÿкерчĕкре: “Кай, кай, Ивана” спектакле выляма хутшăннă вĕренекенсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика