24 января 2014 г.
Татьянăсемпе студентсен кунĕ январĕн 25-мĕшĕнче пулать. Çамрăксемшĕн савăнăçлă кун вăл, сесси хыçалта юлать, умра – хĕллехи каникул. Маларах çулсенче вĕреннисемшĕн – чуна хавхалантаракан аса илÿсем.
Таньăсем, “пуçарса йĕркелесе пыракансем” (грек.) чăннипех телейлĕ. Урăх нимĕнле ятпа та календарьте уявсем çук.
Нумаях пулмасть пирĕн общество корреспонденчĕ студент пулнă тата паян вĕренекен Таньăсемпе тĕл пулнă, тĕрлĕ ыйту çине хурав илнĕ.
Татьяна Дмитриевна Игнатьева, Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 1988 çулта “Педиатрия” специальноçа илнĕ. Район больницин тĕп врачĕн заместителĕнче ĕçлет.
Татьяна Витальевна Обаськина, малтан Шупашкарти коопераци техникумĕн, 2000 çулта Мускаври коопераци институчĕн дипломĕсене алла илнĕ. Тăвайри çăкăр завочĕн директорĕнче тăрăшать.
Татьяна Чернова, Тăвай шкулĕнчен 2009 çулта вĕренсе тухнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн “Информаци технологийĕсен ĕçлев математикипе физики” факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Специальноçĕ пĕртте хĕрсем валли мар пек туйăнать. Маттур, Татьяна.
–Эсир шкул пурнăçне аса илетĕр-и?
Татьяна И. Час-часах мар пулин те, шкул пурнăçне аса илетĕп. Иван Ильич Атнекеев учитель сăнарĕ халĕ те умра. Ăна хисеплесех пулĕ, математика предметне юрататăп.
Татьяна О. Тĕрлĕ мероприятисене, шашка-шахмат ăмăртăвĕсене, “Зарница” вăййисене мĕнле манăн? Стройпа утмалли вăйăсенче командир пулма шанатчĕç яланах. Альбина Германовна Степанован урокĕсем куç умĕнчех.
Татьяна Ч. Конкурссенче хутшăннисем манăçран тухмаççĕ. Луиза Нефалимовна Самсоновапа Галина Алексеевна Иванова учительсемпе ĕçлеме кăмăллăччĕ.
–Студент пурнăçне шкулта ирттернĕ çулсемпе танлаштараймăр-ши?
Татьяна И. Студентсен ытларах хăйсен ăсĕпе пурăнмалла. Анчах паянхи кун атте-анне пулăшăвне ытларах шанаççĕ çамрăксем.
Татьяна О. Шкулта саншăн учитель те, атте-анне те тăрăшаççĕ, пăшăрханаççĕ. Студентăн ответлăх туйăмне хăйĕн ытларах аталантармалла.
Татьяна Ч. Пĕрремĕшĕ – хăв тĕллĕн пурăнатăн. Иккĕмĕшĕ – хăв юратнă предметсене вĕренетĕн. Çавăнпа студент пурнăçĕ хаваслăрах, интереслĕрех.
–Студентсем сессисем вăхăтĕнче тĕш-мĕше ĕненеççĕ ытларах. Сирĕн ку тĕлĕшпе мĕнле те пулин паллăсем пулнă-и?
Татьяна И. Пирĕн вăхăтра пулнă. Экзаменсене пĕр тумпа çÿреттĕмĕр, сулахай ура çине тăма тăрăшман. Пуçа çума васкаман.
Татьяна О. Асăрхаман. Вĕреннĕ те, пуçа усмасăр экзамена кайнă.
Татьяна Ч. Темĕнле паллăсене ĕненместĕп. Анчах вĕсем çинчен пĕлетĕп. Пĕрремĕш экзамена “4” е “5” паллăпа тытсан, малалла та çапла пулĕ. Çывăрас умĕн конспектсене минтер айне хумалла...
–Сессипе сесси хушшинче студентсем савăнăçлă пурăнаççĕ, теççĕ. Ку тĕрĕс-и?
Татьяна И. Питĕ кăткăс професси суйласа илнĕ те, пĕрмаях вĕреннĕ. Çăмăл пулман.
Татьяна О. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаттăмăр, волейболла выляттăмăр. Туслă пурăнаттăмăр, пĕр-пĕрне пулăшнă, апат пĕрле пĕçерсе çинĕ.
Татьяна Ч. Интереслĕ лекцисем. Лаборатори опычĕсем. Фестивальсем, хăш-пĕр уявсем питĕ килĕшеççĕ. Чылайăшĕ кăшт та пулин укçаллă пулас тесе ĕçе вырнаçнă.
–Студент пурнăçĕнчи лайăх е начар пулăмсене асăнаймăр-ши?
Татьяна И. Лайăххисем – мăшăр тупнă. Çĕнĕ юлташсемпе паллашнă, ăс-тăна аталантарнă. Начаррине астумастăп.
Татьяна О. Çĕнĕ юлташсем тупни лайăх ен, паянхи кунччен çыхăну тытатпăр, хăв тĕллĕн пурăнма хăнăхни аван, практика килĕшетчĕ.
Вĕреннĕ çулсенче апат-çимĕç, тĕрлĕ тавар илме пĕтĕм халăха панă пекех талон паратчĕç. Яла килсе кайма е маларах билет илмеллеччĕ, е вокзала кайса “паттăрлăх” кăтартмаллаччĕ.
Татьяна Ч. Тĕрлĕ наукăсем вĕренни савăнтарать, чылай интереслĕ çынсемпе курнăçса пурăнни татах хавхалантарать.
Татьяна кунне е студентсен уявне паллă тăватăр-и? Мĕн сунăттăр паянхи тата пулас студентсене?
Татьяна И. Ĕçтешсемпе пухăнса кукăльпе чей ĕçетпĕр. Пулас студентсен шкултах вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, экзаменсене тĕплĕн хатĕрленмелле. Студент чух тăрăшса вĕренни – пурнăç малашлăхĕ. Ĕç тупма та, кайран ĕçлеме те çăмăлрах пулĕ.
Татьяна О. Кашни çулах Таньăсемпе пуçтарăнса тортпа чей ĕçетпĕр. Хăйсем суйласа илнĕ профессине алла илме чуна парса вĕренмелле студентсен, вара çав ĕçе юратса пурнăçламалла.
Татьяна Ч. Çак кун университетра тĕрлĕ мероприятисем пулаççĕ. Пĕрле вĕренекенсемпе хулара уçăлса çÿретпĕр, кинона кайса килетпĕр. Пулас студентсене умри тĕллевĕсене пурнăçлама вăй-хал сунатăп, экзаменсене лайăх тытса, ĕмĕтленнĕ вĕренÿ заведенине кĕмелле пултăр.
–Таня, алла диплом илсен ăçталла çул тытасшăн?
–Юратнă специальноçпа ĕçе вырнаçса аспирантурăра вĕренме тăрăшăп.
Тавах сире, Таньăсем, калаçăва хутшăнса студент пурнăçĕн хăш-пĕр пулăмĕсене куç умне кăларнăшăн. Хальхи тата “ĕнерхи” студентсене, Татьянăсене хĕл варринчи илемлĕ уявпа чĕререн саламлатпăр. Ырлăхпа телей юнашар çÿреччĕр.
Калаçăва В.ШАКРОВ йĕркеленĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"