24 января 2014 г.
Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекенсем чылай ырă ĕç тăваççĕ. “Халĕ кайăксене выçлăхран хăтарни пирĕншĕн темĕн чухлĕ ырлăхпа таврăнать”, – теççĕ çунатлисен тусĕсем.
Кайăксем çут çанталăка мĕн чухлĕ усă кÿнине куллен курса-сăнаса тăраççĕ-çке вĕсем. Хĕллехи сивĕ кунсенче апат тупма йывăр пулнине лайăх ăнланаççĕ тăваттăмĕш класс ачисем те. Çак темăпа диспут та ирттерчĕç. Уйрăмах Карина Васильева, Данил Поликарпов, Полина Корнилова сырăшĕсене кайăксене вĕçсе пырса апат çиме меллĕ ăсталанă. Кирилл Матросовпа Никита Герасимов ĕçĕсене те ырламалла. Ку класпа пĕрремĕш категориллĕ учительница Наталия Владимировна Москвина ĕçлет. Класра 13 хĕрачапа 8 арçын ача. Вĕренекенсем тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене тухаççĕ. Чи хастаррисене палăртса хăварас килет, çÿлерех асăннă ачасемсĕр пуçне Катя Михайлова, Ангелина Ялугина, Диана Андреева пур енĕпе те пултаруллă. Çамрăк педагог ачасемпе пĕр чĕлхе тупса кашнинех усăллă ĕçе явăçтарма тăрăшать.
Сăн ÿкерчĕкре: ачасем ăсталанă сырăшсемпе.
Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш шкулĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"