28 января 2014 г.
Эпир чылайранпа кĕтнĕ, ырă та çутă уявсем иртсе кайрĕç. Тăвай ялĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ çумĕнчи “Благосвет” ятлă вырсарни шкулне çÿрекенсен асĕнче Раштав уявне паллă тума хутшăнни чылайлăха асра юлчĕ пуль. Вĕсем питĕ тĕплĕ хатĕрленчĕç, сăвăсемпе юрăсен, “Раштав керменĕ” юмахри рольсен сăмахĕсене пăхмасăр калама вĕренчĕç. Уроксене çÿрерĕç ачасем, чиркÿре пулчĕç, тасалса тухрĕç.
“Раштав керменĕ” юмахпа Тăвайри культурăпа кану центрне пухăннă ачасене паллаштарчĕç.
Çакăн хыççăн Канаша çул тытрĕç. Унти культура çуртĕнче йĕркеленĕ Епархин “Телейлĕ çăлтăр” ятлă фестивалĕнче пысăк активлăх кăтартрĕç тăвайсем. “Ку сăваплă каç”, “Раштав чăрăшĕ” юрăсем шăрантарчĕç вĕсем. Канаш тата Тăвай районĕсен епископĕ, Канашри епархин управляющийĕ Стефан пирĕн вырсарни шкулĕнчи ачасене Диплом парса хавхалантарнă. Михаил Архангел чиркĕвне çÿрекенсем умĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартнă ачасем. Аслисем çамрăксене тав тунă. Район центрĕнчи пĕрремĕш номерлĕ шкул çулчченхи учрежденинчисем те ăшшăн йышăннă ырă ĕç тăвакансене.
Ăçта кăна çитмен пулĕ вырсарни шкулне çÿрекенсем, вĕсене кашнинчех ырă сунса кĕтсе илнĕ. Ара, çамрăк пирĕштисем хăйсен ĕçне чунтан пурнăçлаççĕ-çке.
Л.Ананьева юрлама, В.Ашмарина сцена çинче выляма, ÿкерме, ал ĕç тума вĕрентеççĕ, Л.Ермилова православи чиркĕвĕсемпе çыхăннă ыйтусем çине хурав тупма хăнăхтарать ачасене. Кроссвордсемпе викторинăсем тупаççĕ тата ытти те. Николай аттепе Римма матушка ачасемпе час-часах тĕл пулаççĕ, тĕрлĕ усăллă сĕнÿсем параççĕ, çамрăксен интереслĕ ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ.
Вырсарни шкулне çÿрекенсем пурне те ăнланмасан та пултараççĕ. Анчах вĕсем ырă кăмăллă, çынна яланах алă тăсса пама хатĕр, Раççейĕн чăн-чăн гражданинĕсем пулса ÿсессе шанатпăр.
В.АШМАРИНА, вырсарни шкулĕн педагогĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: вырсарни шкулĕн ачисем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"