31 января 2014 г.
Тимеш – Тăвай ялĕн чи малтанхи ячĕ. Çак ятпа вырăнлă усă курса Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсемпе шкул ачисем чăвашла “Тимеш, ” вырăсла – “Темяш” ятпа хаçат кăларса тăраççĕ. Вĕсен ячĕсен пĕлтерĕшне уçса панă: Темяш – Творческое Единство Молодых Янтиковской Школы, Тимеш – Тăвайри Илĕртÿллĕ Маттур Ентешсемпе Шкул ачисем тенине пĕлтерет.
Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 2007 çулхи кăрлач уйăхĕнче кун çути курнă. Çавăнтанпа паянхи кунчченех шкул ачисем тимлесе ĕçлеççĕ. Хаçатăн малтанхи çăлкуç таппине вăй-хăват парса тăраканĕсем шкул директорĕ А.Н.Кириллов, Н.В.Евдокимова учительница (тĕп редактор), чи хастар вĕренекенсем – Алиса Королева, Галя Федорова, Таня Хадиатулина пулнă.
Çĕнĕ Шупашкарта тухса тăракан “Грани” хаçат ирттерекен “Школа-Пресс” конкурсра шкул пурнăçне анлă çутатса паракан хаçатсенчен чи лайăххисен шутне кĕрсе ятарлă приз тата çĕнтерÿçĕ дипломне илме пултарнă. Ытти çулсенче те пирĕн хаçат пĕрре çеç мар лауреат ятне тивĕçнĕ. Паллах, çак ÿсĕмсем шкул корреспонденчĕсене журналист профессине суйласа илме, унпа кăсăкланма май панă. Г.Федоровапа А.Королева И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
“Шкул хаçачĕ кирлех-ши?“ – текен ыйту кăсăклантарать хăш-пĕрисене. Хуравĕ пĕрре – кирлĕ. Хаçат – шкул ачисен пĕлĕвне, пурнăçне, ĕçне-хĕлне, пултарулăхне хакламалли “хатĕр”, хыпар-хăнарсен çăл куçĕ, вĕренекенсен хаваслă пурнăçне çутатса паракан “чĕре таппийĕ”.
Хаçатăн çĕнĕ номерне кăларма пуçличчен паянхи тĕллевсемпе задачăсене палăртатпăр. Чи малтанах, шкул хыпарĕсене вăхăтра пĕлтермелле, хамăр хушăри пултаруллисем, ырă чун-чĕреллисем çинчен çырмалла, тавракурăма аталантармалли материалсем хатĕрлемелле, усăллă сĕнÿсемпе паллаштармалла тата ыт. те.
Хаçат страницисенче ачасен сăввисем, чи ăнăçлă сочиненийĕсем, хăнасенчен илнĕ интервьюсем пичетленеççĕ. Юбилейлă çулсем ячĕпе ятарлă кăларăмсем тухса тăраççĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх 5-мĕш çул ака уйăхĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа хаçата чăвашла кăларатпăр. Яланхи рубрикăсем – “Шкул хыпарĕсем”, “Пĕлме интереслĕ”, “Атьăр-ха, кулар”, “Юбилейсем”, “Кадет площадки”.
Хаçатăн чи хастар корреспонденчĕсен шутне Аньăпа Анжела Федоровасене (8 “а” кл.), Настя Марьинана (11 “а” Кл), Юля Иванована (10 “б” кл.), Снежанна Николаевана, Оля Лебедевана (11 “к” кл.) кĕртмелле. Çамрăк журналистсем пичет вăрттăнлăхĕсене алла илме тăрăшаççĕ. Редколлеги йышне çулсерен çĕнĕ вĕренекенсем хушăнаççĕ. Çамрăк çыравçăсене Е.И.Хвостова (тĕп редактор), чăвашла кăларăмсенче Г.А.Степанова учительницăсем, шкул директорĕ В.М.Кириллова хавхалантарса пыраççĕ. И.П.Лисова библиотекарь ачасен ыйтăвне самантрах тивĕçтерет, О.В.Григорьева çамрăк филолог та яланах пулăшма хатĕр.
Шкулта 28 класс. Вĕсенче вĕренекенсем уйăх вĕçĕнче хаçатăн çĕнĕ номерĕ тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пархатарлă ĕç тăвакансене малалла та ăнăçу сунатăп, унăн страницисем тата кăсăклăрах статьясемпе, рубрикăсемпе пуянланса пырасса шанатăп.
Снежанна НИКОЛАЕВА, 11 “к” класра вĕренекен.
Источник: "Ял ĕçченĕ"