Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх пилĕк çула яхăн

31 января 2014 г.

Вулавăшсенче ĕçлекенсем пулма Çĕрпÿри культура училищинче хатĕрлеççĕ чылайранпа. Пирĕн районта çуралнă хĕрсем – Полина Петровна Федорова (Çĕнçырма), Людмила Анатольевна Шашкова-Совина (Сăхăтпуç), Венера Ильинична Ильина (Çĕнĕ Ишпуç), Галина Ивановна Лабзина (Мучар) тата Улатăр пики Светлана Архиповна Сергеева ятарлă пĕлÿ илнине çирĕплетекен документ илнĕ хыççăн 1969 çулта Тăвай ене килнĕ. Вĕсене тĕрлĕ ялсене янă.
–Вăхăт хăвăрт иртрĕ. Ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕренпе çынсене кĕнекесене юратма хăнăхтарма пуçлани 45 çул çитет кăçал. Ялсенчи, район центрĕнчи, шкулти библиотекăсенче вăй хурса савăнтăм. Пĕлÿ çăлкуçĕпе шăпама çыхăнтарнăшăн хама телейлĕ туятăп, ыттисене те, уйрăмах çамрăксене кĕнекепе туслă пулма сĕнетĕп, – тет П.Федорова.
Ĕçленĕ май аслă шкул пĕтернĕ маттур хĕрарăм. Хĕрĕ, Ксения, иртнĕ çулсенче кăна Мускавра наука тĕнчине штурмланă, унтах ĕçлеме юлнă.
“Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă библиотекарь паянхи кун та кĕнекесенчен уйрăлман-ха. Тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет вăл. Олимпиада пирки калакан журналсемпе кĕнекесен куравне хапăлларĕç вĕренекенсем нумаях пулмасть. Хваттерĕпе Тăвайри вăтам шкул хушшинчи сукмака хаваспах такăрлать Полина Петровна.
А.НИКИТИНА.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри вăтам шкулти библиотекарь П.Федорова ĕçре.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика