Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăласене пĕтме памастпăр

31 января 2014 г.

Вĕрентекенсем яланах ял культурине аталантарас ĕçе хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хывнă, халĕ те хываççĕ. Çакна хамăр Тăрмăш шкулĕпе те тĕслĕх илсе кăтартма пултаратăп.
Халăх хорĕ ĕçленĕ çулсенче унта вĕрентекенсем нумаййăн çÿренĕ. Халăх юрри-кĕввисемпе савăнтарнă, программăсене авалхи йăла-йĕркепе çыхăнтарнă.
Ман умра 1960–1970 çулсенчи сăн ÿкерчĕк. Учительсен хорĕн ертÿçи Н.П.Петрова пулнă. Н.Д.Казаковпа В.Н.Максимов купăсçăсен пултарулăхĕ те куç умĕнче.
Çав вăхăтра акатуйсем Сăхăтпуç вăрманĕнче иртетчĕç, учительсем те хутшăнатчĕç. Тĕлĕнмелле ăста коллектив йĕркеленнĕ вĕрентÿ ĕçченĕсенчен. Халĕ те тав сăмахĕпе аса илеççĕ çак туслă ушкăна. Нумайăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă ĕнтĕ, анчах çутă сăнарĕсем асран тухмаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пире ăс панă, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Çак кивĕ сăн ÿкерчĕк çине пăхсан хăшĕсем хăйсен çамрăклăхне, шкул пурнăçне аса илĕç.
Халĕ те шкулта учительсен хорĕ ĕçлет. Уявсенче чуна тивекен юррисемпе савăнтараççĕ. Ырă йăласене çухалма памаççĕ вĕсем, çĕнĕ пурнăç параççĕ.
Пултарулăх ушкăнĕ шкулăн 130 çулхи юбилейĕ валли пуян программа хатĕрлерĕ. Тăрмăш ялĕ 450 çул тултарнине халалланă уявра та вăйă картине тăчĕç вĕсем. “Культура çулталăкĕнче пĕр мероприятирен те айккинче юлмастпăр. Яланах культура ĕçченĕсемпе пĕрле эпир”, – теççĕ вĕрентекенсем.

Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш шкулĕ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика