10 января 2014 г.
Республика ертÿçи М.Игнатьев хăйĕн Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче тăван халăх, культура, чĕлхе пирки каланă сăмахсем кăмăла килчĕç. Республика пуçлăхĕ те çак ыйтăва çĕклерĕ пулсан ырă улшăнусем пуласса шанма пулать. Чăннипех те, чăвашлăха упраса хăварасси чи малтан çемьерен, ашшĕ-амăшĕнчен килнине уйрăммăн палăртнă Михаил Васильевич. Чăваш çемйи пулмасан епле майпа сыхланса юлайтăр-ха тăван сăмахăмăр? Ача вырăслантăр тесе мар, ытларах чĕлхе пĕлтĕр тесе тăрăшмалла ашшĕ-амăшĕн. Тăван чĕлхе вара тĕпре, малти вырăнта пулмалла.
Паллах ĕнтĕ, çак тĕлĕшпе вĕрентÿ, культура ĕçченĕсем айккинче тăрса юлаймĕç. Тăван халăх культурипе, историйĕпе, йăли-йĕркипе, сăмахĕпе çитĕнекен ăрăва тĕплĕн паллаштарасси, ăша илсе чун-чĕрисене вырнаçтарасси шăпах вĕсен пархатарлă тивĕçĕ пулса тăнине палăртнă Çырура.
П.НИКИФОРОВ, вĕрентекен. Элпуçĕнчи вăтам шкул.
Источник: Ял ĕçченĕ.