03 декабря 2013 г.
Раççейри Статистикăн тĕп комитетне йĕркеленĕренпе 150 çул çитнĕ май тата Пĕтĕм тĕнчери статистика çулталăкĕ ячĕпе 7–8 классенче вĕренекенсем хушшинче “Статистика тĕлĕнтермĕшĕсем” республика шайĕнчи викторина пырать. Ăна Чăвашстат ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствипе тата “Тантăш” хаçатпа пĕрле йĕркелет. Викторинăн пĕрремĕш тапхăрĕ ака уйăхĕнче Шупашкарти шкул ачисем хушшинче пулнă. Иккĕмĕш тапхăрĕ – юпа-раштав уйăхĕсенче – районсенчи пĕрер шкулта иртет. Викторина тĕллевĕ – шкулта вĕренекенсене статистика ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлтересси, вĕсен тавракурăмне ÿстересси, статистика кăтартăвĕсемпе ăçта усă курмаллине ăнлантарасси.
Пирĕн районта викторинăна Тăвайри вăтам шкулти 8 “б” класри ачасем хушшинче йĕркеленĕ. Çирĕм виççĕн хутшăннă унта. Статистикăпа çыхăннă ыйтусем çине мĕнле хуравланине тишкерсен, 19 балл пухса (25 балл пухма май пур çĕртен) Анастасия Петрова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче – Артем Ефремовпа Дмитрий Дмитриев (16-шар балл). Çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса хавхалантарнă.
Э.КУЧЕРЕНКО, Чăвашстатăн Тăвай районĕнчи ертсе пыракан эксперт-специалисчĕ.
Источник: Ял ĕçченĕ.