13 декабря 2013 г.
2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тăрмăш ялĕнче хутла вĕренмелли шкул уçăлнăранпа 130 çул çитет. Ял историйĕшĕн ку пысăк пĕлтерĕшлĕ юбилей.
Н.А.Кадикин 2010 çулта тухнă “Наша школа” кĕнекинче Тăрмăшри вĕрентÿ ĕçĕн историйĕпе аталанăвĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Унсăр пуçне “Ял ĕçченĕ” хаçатра та хускатнă пирĕн ялти педагогика ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсем пирки. Хальхинче шкул историйĕн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕсене кăна кăтартса хăварăпăр.
1884 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче Тăрмăш ялĕнче хутла вĕренмелли шкул уçăлнă. Пĕрремĕш учитель Енĕш Нăрвашри вĕренÿ çуртĕнче пĕлÿ илнĕ Михаил Семенов пулнă. Ачасене Павел Сидоров хресчен килĕнче вĕрентнĕ.
1885 çулта Тушкил çынни, Вырăс Нăрваш земство училищинче вĕреннĕ, анчах учитель ятне илмен, Степан Захарович Захаров (каярахпа Уходеров) тата унăн йăмăкĕ Анна Захаровна ĕçлеме пуçланă. Ачасене 3 ушкăна уйăрса вĕрентнĕ, пĕлÿ илме 48 ача çÿренĕ.
1886 çулта Çĕрпÿ уесĕн училищине пĕтернĕ Перасковья Меркурьевна Меркурьева вĕрентме килнĕ шкула.
1889 çулта Тăрмăшри хутла вĕренмелли шкула пĕтернĕ Антон Порфирьевич Порфирьев ĕçлеме пуçланă ачасемпе. Вăл Тăрмăшран тухнă пĕрремĕш учитель шутланать. Кунта вăл 7 çул ĕçленĕ, “Тăрăшулăхшăн” медале тивĕçнĕ.
1896 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче пирĕн ялта хутла вĕренмелли шкул вырăнне земство училищи уçăлнă. Унта пĕрремĕш учитель Алексей Иванович Силин вырăс "Çĕрпÿ çынни" пулнă. Каярахпа училищĕре Наталия Кирилловна Кириллова, Анна Васильевна Васильева, Дмитрий Иванович Преображенский, Александра Михайловна Щербакова учительсем тата Петр Николаевич Богородицкий священник ĕçленĕ. Вăл Хусанти духовнăй семинарие пĕтернĕ.
1909 çулта шкула Тăрмăш çынни Иван Павлович Разин ĕçлеме килнĕ. Вăл малтан аслă учитель, кайран училище заведующийĕ пулнă. 1913 çулта ăна халăх учителĕ ят панă. Иван Павлович Тăрмăш ачисене 30 çул ăс панă.
1919–1923 çулсенче Тăрмăшра 4 комплектлă 1 сыпăклă совет шкулĕ пĕлÿ панă ачасене. Ку вăхăтра шкулта Петр Григорьев, Максим Даров, Иван Разин, Мария Григорьева учительсем тăрăшнă.
1923 çулта ялта 4 çул вĕренмелли шкул уçăлнă, 1933 çулта – хресчен çамрăкĕсен шкулĕ, 1934 çултан тулли мар вăтам шкул ĕçленĕ. Директорĕ пулма Петр Григорьевич Григорьева, ăна пулăшма Иван Павлович Разина çирĕплетнĕ. Çак çулах ятарлă шкул çурчĕ тунă, унта 16 учитель ĕçленĕ.
1946 çулта 7 çул, 1960 çулта 8 çул вĕренмелли шкул пулнă Тăрмăшра.
1962 çулта кирпĕчрен çĕнĕ çурт купалама пуçланă, юнашар – спортзал. Ăна 1966 çулта хута янă.
1966 çулта ялта вăтам шкул уçăлнă.
1979–1981 çулсенче 404 ача вырнаçмалăх 3 хутлă шкул çурчĕ тунă. Унта столовăй, актовăй зал, спортзал пур.
1984 çулта шкул хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă.
2006 çултанпа пирĕн вĕренÿ çурчĕ гуманитари профильне вĕрентессипе никĕс шкулĕ шутланать.
Хальхи вăхăтра Тăрмăш шкулĕнче 161 ача вĕренет. Вĕсене тарăн пĕлÿ парассипе 21 учитель тăрăшать.
Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма условисем туса панă. Вĕренекенсенчен 76 процентне кружоксен ĕçне явăçтарнă.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассипе лайăхлатмалли программа шучĕпе юсав ĕçĕсем туса ирттерме республикăпа район пысăк сумма укçа-тенкĕ уйăрнă шкула. Унсăр пуçне вырăнти бюджетран столовăй валли сĕтел-пукан туянма пулăшнă. Халĕ столовăйĕнче таса, çутă, илемлĕ. Оборудованисем те урăххисем кунта.
Шкулăн кашни хутĕнчи туалетсене юсаса хута янă. Чылай çĕрте пластик чÿречесем лартнă. Вĕренÿ çуртне пырса кĕнĕ çĕрти тамбура юсанă, сигнализацие пĕтĕмпех улăштарнă, котельнăйĕнче 2 çĕнĕ хуран вырнаçтарнă.
Уява хатĕрленсе фойере, шкулăн 1-мĕш хутĕнче, актовăй залра, музейре юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă. Халĕ çанă тавăрсах ĕçлетпĕр. Уявччен ĕлкĕрес тесе питĕ тăрăшатпăр. Эпир, вĕрентекенсем, юратнă шкула парне пултăр тесе, фойери стендсене пĕтĕмпех хамăр вăйпа çĕнетме шутларăмăр.
Уява 2014 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăрмăшри вăтам шкулта вĕрентекенсен ушкăнĕ.
З.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
Источник: Ял ĕçченĕ.