24 декабря 2013 г.
Тăвайри вăтам шкул бази çинче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарĕ пулчĕ, унта Тăвай тата Вăрмар районĕсен учителĕсем хутшăнчĕç.
Тăвай шкулĕнче вĕрентекенсем Е.Борисова, Е.Хвостова, Л.Терентьева, О.Григорьева, Э.Николаева уçă уроксем пачĕç, участниксем вĕсене пленарлă ларура тĕплĕн тишкерчĕç.
Вăрмарсен ĕç опычĕпе паллашма та кăсăклă пулчĕ. Е.Илларионовапа И.Иванова мастер-класс кăтартрĕç. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Раççейри Ассоциацийĕн членĕ, чĕлхеçĕсен Пĕтĕм Раççейри съездне хутшăннă В.Табакова вĕрентекен съезд материалĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
В.КИРИЛЛОВА, шкул директорĕ.
Источник: Ял ĕçченĕ.