15 ноября 2013 г.
Вĕренÿ çулĕн пĕр-ремĕш чĕрĕкĕ хыçа юлчĕ. Хаваслă каникул та вĕçленчĕ. Ноябрь уйăхĕ пулсан та, çанталăк ăшă, хĕвел пăхать.
Тĕмер шкулĕнче каникулăн пĕр кунĕнче вĕренекенсем Хусана çитсе килме шутларĕç. 6–11-мĕш классенче вĕренекенсем, пурĕ вăтăр пиллĕкĕн, çула тухрĕç. Малтанах ачасем “Ривьера” аквапаркра пулчĕç. Вăл çĕр-шыври чи пысăккисенчен пĕри шутланать. 50 ытла аттракцион çак паркра. Тĕрлĕ тĕслĕ кимĕсем çине ларса, трубасем тăрăх вирхĕнсе анма, юхан шывăн пырса çапакан хумĕсем çинче “выртса канма та” пулать кунта. Пакăртатса ларакан джакузи те, мунчи те, сауна та пур аквапаркра.
Тăватă сехет хушши тĕрлĕрен тăвайккисенчен ярăнчĕç ачасем. Мунчара, саунăра пулчĕç. Джакузире киленсе ларчĕç. Уçă бассейнра шыва кĕчĕç. Хăйсем тăрăх пĕрер витре сивĕ шыв яма та хăюлăх çитерчĕç хăшĕсем.
Унтан хулан паллă вырăнĕсемпе паллашрĕç ачасем. Кремльте, мечетре, тайăлма пуçланă Сююмбике башня патĕнче пулса курчĕç. Хула урамĕсемпе утса киленчĕç.
Савăк кăмăлпа каялла таврăнчĕç ачасем. Нумайлăха асра юлĕ çак çул çÿрев.
Н.БОЛЬШОВА. Тĕмер ялĕ.
Источник: Ял ĕçченĕ.