Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван шкул ăшшăн йышăнчĕ

15 ноября 2013 г.

Ачасен кĕрхи каникулĕ иртрĕ. Мăнукăн кану кунĕсемпе усă курса, хам çуралса ÿснĕ вырăна, Тăвай ялне, канма килтĕм.
Самар хулинче пурăнатăп çемьепе, врач-хирург. Тăвайри вăтам шкултан 1969 çулта вĕренсе тухнă.
Район центрĕнче кивĕ шкул çуртĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсен шашка турнирĕ иртнине пĕлтĕмĕр. Чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче ирех шкул еннелле утрăмăр. Çитсен мĕн каламалла-ши, тесе шухăшласа пыратăп. “Эпĕ вĕренсе тухнă шкул ку. Манăн мăнука шашка турнирне хутшăнма ирĕк параймăр-ши?“ – тейĕп. Хамăн ыйту çине хуравне те тупрăм ак. Уншăн никама та япăх пулмасть-çке. Эпĕ вĕренсе тухнă шкул мăнукăмшăн чи лайăххи кăна пулса тăрĕ. Каникулĕ те яланлăха асра юлĕ.
Шкула çитрĕмĕр хайхи, унта ачасен хаваслă сассисем илтĕнеççĕ, вĕсем тĕрлĕ кружоксене килнĕ. Палламаççĕ пулин те, вĕренекенсем ăшшăн кĕтсе илчĕç пире, кăтартса çÿрерĕç.
Вун пĕр сехет тĕлне Тăвайри вăтам шкулта 2 “а” класра пĕлÿ пухакансем килсе çитрĕç. Вĕсен класс ертÿçи Валентина Геннадьевна Шакрова кăмăллă калаçрĕ. Хăйсемпе пĕрле турнира хутшăнма ирĕк пачĕ. Ачасем хăвăрт пĕр-пĕринпе паллашрĕç, туслă вылярĕç. Манăн мăнук Саша еплерех хĕпĕртенине çырса кăтартма сăмах та çитеймĕ.
Шашка-шахмат кружокне ертсе пыракан Алексей Петрович Шишов асăннă вăйăсем пирки кăсăклă калаçу пуçарчĕ. Пурне те шашкăлла выляма килме чĕнчĕ.
Турнир пĕтсен ачасем пĕрле чей ĕçрĕç, хăйсем мĕнле вылянине сÿтсе яврĕç. Унтан стадиона кайса виççĕмĕш классемпе эстафетăна хутшăнтăмăр. Олимп вăййисене халалланă ăна. Юлашкинчен туслăх çĕнтерчĕ.
Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем футболла вылярĕç. Пурте питĕ савăнчĕç, ытларах – манăн пĕчĕк спортсмен. Акă, еплерех хавхалануллă шухăшсемпе таврăнтăмăр эпир Самар хулине. Тавах сана, тăван шкулăм, пире савăнтарнăшăн.

Галина ЧЕРНОВА (ИЛЬИНА). Самар хули.

 

Источник: Ял ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика