15 октября 2013 г.
Сиенлĕ интернет-сайтсем уйрăмах вĕренекенсен ăс-тăнне хавшатаççĕ, психикăна япăх витĕм кÿреççĕ.
Шкулта ĕçленĕ май, ашшĕ-амăшне интернетри информаци тĕлĕшпе ачисене хÿтлĕхпе тивĕçтерме ыйтас килет. Ывăлĕ е хĕрĕ компьютер умĕнче мĕн чухлĕ ларнине сăнаса тăмалла. Унсăрăн хăш-пĕр çул çитмен çамрăксем хăйсем сисмесĕрех преступниксен серепине лекме пултараççĕ.
Интернет-провайдерсем Интернет уçлăхне лекме кăмăл тăвакансем валли фильтрсем сĕнеççĕ. “Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслевĕ” компьютер программи те пур. Вăл ача ирттерекен вăхăта çирĕплетме, кампа çыхăннине палăртма, тĕрĕслеме май парать.
Çак ыйтăва иртнĕ эрне кун 8 класра ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче те тапратрăм. Çÿлерех асăннă хÿтĕлев программисемпе интересленчĕç вĕсем, усăллă пулнине палăртрĕç.
М.МАЙРАСЛОВ, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта информатика вĕрентекен.
Источник: Ял ĕçченĕ.