18 октября 2013 г.
Юпа уйăхĕ пуçлансан, килти газпа ĕçлекен котела чĕртсе пăхрăм. Ак, хайхи, çунакан шăрпăка илсе пытăм кăна ятарлă вырăна, котел алăкĕнчен çулăм явăнса тухма пуçларĕ. Çакнашкалли иртнĕ çул та пулнăчччĕ.
Хăвăртрах сÿнтертĕм те котела, Тăвайри газ участокне шăнкăравласа пĕлтертĕм çакăн пирки. Телефон трубкине тытни манпа питĕ кăмăллă калаçрĕ. “Часах пыраççĕ, часах пыраççĕ”, – тесе лăплантарчĕ. “Халь каç пулать ĕнтĕ, ыран килсен те юрать”, – тетĕп. Хутмалли сезон пуçланнăран вĕсен вăхăт питĕ сахаллине ăнланатăп-ха.
Тепĕр кунне ирех Олег Николаев вĕçтерсе çитрĕ. Пĕлтĕр те котела вăл йĕркене кĕртсе хăварнăччĕ. Унпа пĕрле Леонид Васильев пурччĕ. Олег Владимирович хăйĕн ĕçне аван пĕлет, котела самантрах “пăхăнакан” турĕ. Çавнашкал ырă çынсем ватăсене пысăк тимлĕх уйăрни пурăнма хавхалантарать. Газ участокĕнче тăрăшакансен чунĕсем яланах ăшă пулччăр, çемйисенче телей кăна хуçалантăр.
В.ФЕДОРОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Çĕнĕ Пуянкасси ялĕ.
Источник: Ял ĕçченĕ.