18 октября 2013 г.
Пĕччен пурăнакан ватă çынсене пулăшасси – шкул ачисемшĕн пархатарлă ĕçсенчен пĕри шутланмалла.
“Кам Ваçис аппа патне пыма килĕшет?“ – илтĕнчĕ сасă. Пурте кайма хапăл турĕç. Ултă урок хыççăн класс сехечĕ вăхăтĕнче çиччĕмĕш класс ачисем, пылчăка пăхмасăр, ертÿçĕпе пĕрле Кĕçĕн çырма урамĕнче пурăнакан Василиса Львовна Филиппова патне çул тытрĕç. Кил хуçи, телее, килтех пулчĕ.
“Кил картинче пĕчĕкрех ĕçсем çеç. Тавах сире, ачасем, мана сума суса килнĕшĕн”, – хĕпĕртерĕ Ваçис аппа. Ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн ватă çын пурнăçĕпе интереслентĕмĕр.
Нушаллă ачалăхĕ, вăрçă çулĕсенче йывăр ĕçе кÿлĕннĕ вăхăт халĕ те унăн асĕнчех.
“Шкулта виçĕ çул вĕреннĕ. Мĕн ачаран уй-хирте вăй хунă: тырă вырнă, кĕлте çыхнă, пучах пуçтарнă. Тул çутăличченех тухса тĕттĕм пуличченех ĕçленĕ. Вун ултă çултан вара фермăна вырнаçрăм. Çамрăк пăрусене пăхса ĕне шутне кĕртсе параттăм. Пĕринче хăрушă инкек пулчĕ. Сăмсине ункă çавăрнă пысăк вăкăр асса кайса мана икĕ хутчен çавăрса çапрĕ, çурăм шăммисене веçех амантса пĕтерчĕ. Вилĕмĕ те çывăхрах пулнă пуль, юрать Куçма тете пырса чарнă. Çулталăк çурă вырăн çинчен тăрайми выртрăм, ĕмĕрлĕхе сусăр тăратса хăварчĕ. Ура çине тăрсан малалла та фермăрах ĕçлерĕм: ултă çул – дояркăра, çавăн чухлех – кочегарта. Ун хыççăн çирĕм çул сысна пăхрăм.
Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Ватлăхра тепре шар курма лекрĕ. Ку хутĕнче лаша, асса кайса, урапа тĕнĕлĕ айне турĕ, çур çухрăма яхăн пуль сĕтĕрсе кайрĕ. Нуши-асапне курса, инкек-синкекне тÿссе ирттернĕрен те пуль ыратман вырăн та çук халь. Уйрăмах çанталăк улшăннă вăхăтра чăтма питĕ йывăр”, – вĕçлерĕ сăмахне Василиса Львовна. Ăсатнă май вĕренекенсене çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.
Чутейри хисеплĕ ĕç ветеранĕ 1993 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Ĕç стажĕ 44 çула çитнĕ. Ку шута çамрăк чухне ĕçленисем кĕреймен те иккен. Ĕлĕкхи “патаксем” такамăн кăмакинче çунса кайнă ĕнтĕ. Ваçис аппа ÿсĕмĕнчи çынсене, выççине те, сиввине те пайтах чăтнă паттăр та харсăр тыл ветеранĕсене, патшалăх çăмăллăхне ытларах парса шута хутăрччĕ.
Л.МИХАЙЛОВА. Чутей ялĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Чутей шкулĕнчи 7 класра вĕренекенсем В.Филиппована пулăшаççĕ.
Источник: Ял ĕçченĕ.