22 октября 2013 г.
Муром – авалхи хуласенчен пĕри. Вăл Раççейри хуласен Ылтăн Ункине кĕмест пулин те, унта истори палăкĕсемпе музейсем, чиркÿсемпе мăнастирсем, курса çÿремелли паллă вырăнсем сахал мар. ХVI-ХVIII ĕмĕрсенчен упранса юлнă çуртсем те пур. Хула илемлĕ вырăна, Ока юхан шывĕ хĕррине, вырнаçнă. Ока паркĕнче былинăна кĕрсе юлнă вырăс пăхаттирĕн Илья Муромецăн пысăк скульптурине курма пулать.
Çавăнпа та Тăвайри вăтам шкулти 5–8 классенчен 41 вĕренекен Турагентство услугипе усă курса унта çитсе килме хаваспах килĕшрĕ. Вĕсен хушшинче çамрăк экологсем те пулчĕç. Вĕренекенсене инçе çула Н.Гаврилова, Е.Борисова, Л.Терентьева тата Е.Хвостова вĕрентекенсем илсе тухрĕç. Экскурсипе пурте кăмăллă юлчĕç. Хулан авалхи пайĕнче чиркÿсемпе мăнастирсем упранса юлнă. Арçынсен Спасо-Преображени мăнастирне летопиçре ХI ĕмĕртех асăннă. Нумайăшĕ кунти хĕрарăмсен Троица мăнастирĕн ансамбльне (ХVIII ĕмĕр) курма, Петрпа Феврони çветтуйсен хăвачĕсене пуç çапма килет. Ку çветтуйсем çемье тĕрекĕ шутланаççĕ, вĕсене халалласа Раççейре июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье кунне паллă тăваççĕ. Петрпа Феврони пурнăçĕ – юратупа шанчăклăх палли. Юнашарах арçынсен Пăлхавăшни ячĕллĕ мăнастирпе 5 тăрăллă чиркÿ хитрен курăнса ларать. Воскресенск чиркĕвĕ патне тăррине витнĕ галерея илсе çитерет, кунта чатăр евĕрлĕ крыльца пур. Чиркÿсен картишĕнче тĕлĕнмелле илемлĕ кÿлĕсем, унта тĕрлĕ тĕслĕ кăкшăм чечекĕсем ÿсеççĕ.
Пĕр сăмахпа, Муром тăрăхĕнче курмалли, чуна хускатаканни питĕ нумай. Авалхи хулапа паллашни ачасен асĕнче ĕмĕрлĕхе юлĕ.
Н.МИХАЙЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: тăвайсем Муромри Петрпа Феврони палăкĕ умĕнче.
Источник: Ял ĕçченĕ.