Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă тĕнчин илемĕ

25 октября 2013 г.

“Тĕнче тата ырлăх миссионерĕсем” проектпа килĕшÿллĕн, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пил панипе çитĕнекен ăрăвăн патриотизмла тата нравственность туйăмĕсене аталантарас тата çамрăксене православи культурипе интереслентерес, çĕнĕ талантсем тупса палăртас тĕллевсемпе республикăра “Турă тĕнчин илемĕ” ятлă конкурс йĕркеленĕ. Чăваш патшалăх художество музейне пурĕ 400 ĕç тăратнă, 95-шне суйласа илнĕ. Вĕсенчен вун пиллĕкĕшĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, çитмĕлĕшĕ – дипломант.
Нумаях пулмасть Шупашкарти музейре мала тухнисене хавхалантарнă. “Сăнарлă искусство” номинацире “Юратнă храм” темăна уçса панă Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ шкул çулчченхи учреждение çÿрекен Ульяна Чумышева (воспитательници Л.Фомина) призер пулса тăнă.
Дмитрий Нестренко иерейпе православин “Раштав” ятлă ырă тăвакан фонд председателĕ Зинаида Паршагина Ульянăна çĕнтерÿçĕ дипломне, асăнмалăх парне панă, çирĕп сывлăх, творчествăра çитĕнÿсем суннă.
“Тĕнче тата ырлăх миссионерĕсем” проект – халăхсем хушшинчи “Православи пуçарăвĕ” конкурс çĕнтерÿçи.

Л.ФОМИНА, Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ шкул çулчченхи учреждени.

 

Источник: Ял ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика