25 октября 2013 г.
Кăçал регионри шкул çулчченхи учрежденисен системине модернизацилеме федераллă бюджетран 50 миллиард тенкĕлĕх субсиди уйăрнă. “Илнĕ укçа-тенкĕпе хăвăртрах ача сачĕсен çĕнĕ çурчĕсене тумалла”, – тенĕ РФ Правительствин Пуçлăхĕ Дмитрий Медведев асăннă темăна сÿтсе явнă видеоконференцире. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хутшăннă.
Раççейре 2013 çулта шкул çулчченхи тепĕр 500 учреждени ĕçлеме пуçламалла. Уйăрнă суммăн 20 процентне ĕçе кĕртнĕ. “Ача сачĕсенче çĕнĕ вырăнсем хатĕрлессипе Чĕмпĕр, Амур, Тула, Сахалин, Самара, Тверь, Тамбов облаçĕсем, Чăваш, Удмурти тата ытти республикăсем малта”, – пĕлтернĕ РФ вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Ливанов.
Республикăра виçĕ çултан аслăрах 302 ача ясли сада каймалли черетре тăрать. Ку ыйтăва татса парассипе Чăваш енре ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра республикăра шкул çулчченхи услугăсем парасси 72, 6 процентпа танлашнă.
Пирĕн районта та пĕчĕккисем ясли-сада кайма черет тăрассине пĕтерессипе ĕçлеççĕ. Шкул çулчченхи учрежденин сакăр ушкăн вырнаçакан çĕнĕ çуртне Тăвай ялĕнче тума пуçласси пирки аукционра пĕлтернĕ.
В.НИКИТИН.
Источник: Ял ĕçченĕ.