Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп çулăмне халалласа

01 ноября 2013 г.

Сочири Хĕллехи Олимп вăййисем çитиччен 100 кунран та катăлчĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕнче вара олимп çулăмĕ Раççей субъекчĕсем тăрăх çула тухрĕ. 123 кунра унăн 65 пин километр утса-чупса, ишсе-вĕçсе тухмалла, çĕр-шыври 83 субъектăн тĕп хулине çитмелле. Чăваш Ене олимп çулăмĕ декабрĕн 27-мĕшĕнче тин килет, анчах Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем унччен кĕтмерĕç, сывлăха çирĕплетме, тавракурăма ÿстерме пулăшакан “Олимп çулăмĕ” мероприяти ирттерчĕç. Вун пĕрмĕш класри кадетсем йĕркеленипе 2 “а” тата 3 “а” классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç унта. Эстафета “Олимпийская”, “Столица”, “Озерная”, “Космическая” тата “Сочинская” станцисем тăрăх иртрĕ. Кашни “станцирех” ачасем хăйсемшĕн мĕн те пулин çĕнни пĕлчĕç. Вĕсем “батискафпа” Байкал кÿлли тĕпне те “анса курчĕç”, Эльбрус тăвĕсем çине те “хăпарчĕç”. Эстафета юлашкинчен Сочире “вĕçленчĕ”. Чунтан канчĕç ачасем мероприятире, кăмăл хастарлăхне çĕклерĕç, спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сăмах пачĕç.
Мероприятие хатĕрленсе ирттерес ĕçре вĕренекенсене класс ертÿçисем Л.Ильина, В.Шакрова тата Е.Павлова канашсем парса пулăшрĕç.

Е.ПАВЛОВА, Тăвайри вăтам шкулти кадетсен класĕн ертÿçи.

 

Источник: Ял ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика