01 ноября 2013 г.
Тăрмăшри ача садĕнче “Кĕрхи бал” уяв пулса иртрĕ. Капăр тумланнă вăтам ушкăнри ачасем кĕр илемĕшĕн савăнса пуçларĕç мероприятие. Тĕрлĕрен вăйăсем вылярĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç.
Улма-çырлари, пахча çимĕçсем организмшăн усăллă пулни пирки пĕлчĕç вĕсем. Ачасен хаваслă сассисемпе тулчĕ пÿлĕм. Уяв хыççăн витаминлă çимĕçсене астивсе пăхрĕç.
Л.БАРАМАТОВА, Тăрмăшри ача сачĕн воспитательници.
Сăн ÿкерчĕкре: ачасем кĕрхи уявра.
Источник: Ял ĕçченĕ.