01 ноября 2013 г.
Октябрĕн 27-мĕшĕнче Тăвайри вăтам шкулти Александр Антонов (10 “а” класс), Евгений Гладков (9 “в”), Кирилл Грабовенко (6 «б»), Аркадий Моряков (3 «б» класс) технологи учителĕ Е.Н.Моряков ертсе пынипе “Кегельринг” робототехника енĕпе республикăри ăмăртăва хутшăннă.
Вăл Шупашкар хулинчи 5-мĕш номерлĕ гимназире иртнĕ. Ăмăрту тĕллевĕ çакăн пек: ачасем хăйсем пухса хатĕрленĕ тата программăланă роботăн 8 кегеле чи сахал вăхăт хушшинче диаметрĕпе 1 метр сарлакăш хура йăрăмпа çавăрнă шурă çавракăш тулашне тĕртсе кăлармалла. Тăвайсен робочĕ çак задачăна 12 çеккунтра пурнăçлама пултарнă. Çапла вара вĕсем 34 команда хушшинче чи лайăх кăтартупа 1-мĕш вырăн йышăннă. Тăвайри вăтам шкул командине (сăн ÿкерчĕкре) кубокпа тата дипломсемпе наградăланă.
Команда членĕсем шкул дирекцине, ашшĕ-амăшне ăмăртăва кайса килме пулăшнăшăн тата 5-мĕш номерлĕ гимназипе ăмăрту ертÿçисене тивĕçлĕ условисем туса панăшăн тав тăваççĕ.
Е.НИКОЛАЕВ.
Источник: Ял ĕçченĕ.