01 ноября 2013 г.
Иртнĕ эрнере “Тăван чĕлхе илемĕ” кружок вăхăтĕнче вĕренекенсемпе Чутей ялĕнче Кĕçĕн çырма урамĕнче пурăнакан Мария Митрофановна Митрофанова патне çитрĕмĕр. Саня аппа (çапла чĕнеççĕ ăна Ялта) пире тараватлăн кĕтсе илчĕ. Пулăшмалли ытлашшиех çук пулсан та ăшă сăмах хушни мĕне тăрать! Ачасем ватă çыннăн пурнăçĕпе интересленме пуçларĕç. Чи малтан Сергей Алексеев ачалăхĕ çинчен ыйту пачĕ.
«Эпĕ – вăрçă ачи, 1931 çулта çуралнă. Вунă çулхи ачан темĕн те ĕçлеме тивнĕ. Алăпа тытса туман ĕç юлман та пуль. Уй-хирте тырă вырнă, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ, кашни хăй каçалăкне хăвăртрах пĕтересшĕн тăрăшнă, кĕлте çыхнă, пучах пуçтарнă, çум çумланă. Çиме çăкăрĕ çитмен, тăхăнмалли те питех пулман, хĕлле тата шартлама сивĕ тăратчĕ. Выçлăн-тутлăн пурăннă, çапах ĕçрен пăрăнман. Асапне-тертне нумай чăтнă. Нуша урапипе вăрман турттарнă», – калаçу çăмхине сÿтрĕ кинеми.
“Шкулта вĕренме май пулнă-и?“ – пÿлсех ыйтрĕç ыттисем.
“Пилĕк çул вĕреннĕ. Вара колхозра вăй хунă: тырă турттарнă, хăмла плантацийĕнче ĕçленĕ. 1947–1954 çулсенче шкулта техничкăра тăрăшнă. Ун чухне хĕл валли вутă хатĕрлеме те хамăрах кайнă, каснă, çурнă, хутнă. Хăш чух йÿç сĕрĕмĕ те тухнă пуль. Халь, ав, эсир чаплă, çутă шкулта вĕренетĕр. Тăрăшса вĕренмелле сирĕн, ачасем”, – терĕ Саня аппа.
Вăл ватлăх кунĕнче те ахаль ларманни питĕ тĕлĕнтерчĕ. Эмел курăкĕ пухса нумай тупăш курнă. Ун укçипе çĕнĕ хапха тутарнă, умывальник тата ытти вак-тĕвек япала илнĕ, тет. Ĕçчен хĕрарăм эмел курăкне çирĕм икĕ çул пухать иккен. Шкул ачисен те çапла сиплĕ курăк пуçтарассине йăлана кĕртсен питĕ аванччĕ.
Саня аппапа сыв пуллашса, ăна вăрăм кун-çул, ырлăх-сывлăх сунса тепре тĕл пуличчен уйрăлтăмăр.
Л.МИХАЙЛОВА. Чутей ялĕ, вĕрентекен.
Источник: Ял ĕçченĕ.