08 октября 2013 г.
Эрне кун район администрацийĕн пĕчĕк залне педагогика ĕçне çÿллĕ шайра туса пырса мухтава тивĕçлĕ пулнисем пухăнчĕç.
Малтан Тăвайри искусствăсен шкулне çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ю.Иванова юрланине алă çупса йышăнчĕç пурте.
...Вĕрентекен. Унăн сăнарĕ пирĕн асăмăрта ăшă тата ырă енсемпе кăна палăрма пултаракан çын евĕр яланлăха юлать. Ÿссе çитĕнсе пурнăçăн сарлака çулĕпе утма пуçласан та учителĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, витĕмлĕ сăмахĕсене манмастпăр. Вĕсем пекех кăмăллă, ĕçчен, нумай пĕлекен пулма тăрăшатпăр. Йывăрлăхран шикленсе пуçа усмастпăр.
Чăваш Ен патшалăхĕн политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – Раççей вĕрентĕвĕн йăлисене упрасси, пуянлатасси, вĕсене аталантарсах пырасси.
Пирĕн республикăра вĕрентÿ тытăмне çĕнетес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çĕнĕ шкулсем тăвас, киввисене юсас, вĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатсах пырас енĕпе чылай тăрăшаççĕ. Тÿлевсĕр учебниксемпе тивĕçтереççĕ тата ытти те. Вĕрентÿ процесĕнче информаци технологийĕсене ĕçе кĕртессипе малта пыраççĕ чăвашсем.
Пархатарлă профессие суйласа илнисен ÿсĕмĕсем пирки хавхаланса каласа кăтартрĕ кĕскен спортпа физкультура тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.Яковлев. Пухăннисене пурне те çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ, яланах ăшă кулăллă пулма сунчĕ.
Тăван районĕнчи вĕрентекенсен уявĕнче савăнма кăмăлланă кăçал “АККОНД” акционерсен обществин генеральнăй директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов.
70 çулхи юбилейне паллă тунă коллективăн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ Валерий Николаевич. Пирĕн районти “Акконд–агро фирма” УАО пирки те асăнчĕ. Предприяти ял хуçалăх промышленноçне аталантарма пулăшать. “Сĕт фестивалĕ–2013” курав иртнĕ республикăра. Тăвайсем унтан Дипломсемпе таврăннă. Чи нумай сĕт туса илнĕшĕн тата продукци сутассине аван йĕркеленĕшĕн панă вĕсене. “Аслисем ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнă тĕслĕхсемпе паллаштарса ÿстермелле пирĕн çамрăксене”, – терĕ В.Иванов. Уяврисене Вĕрентекен кунĕпе саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ.
ЮНЕСКО йышăннипе юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вĕрентекен кунне паллă тăваççĕ çулсерен. Вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакансен професси уявĕ вăл.
–Пирĕнтен кашниех хăйĕн пĕрремĕш учительне сума сăвать. Вăл пире вулама, çырма, тăвансене, çуралнă вырăнсемпе çĕр-шыва юратма вĕрентет. Пурнăçа интереслĕ, хаваслă, илĕртÿллĕ тума çирĕп пĕлÿ кăна пулăшнине ăнлантарать учитель. Вĕренекен – сирĕн чăтăмлăхăн, юратăвăрăн, чун ăшшин пайĕ. Авалтанпах учитель ачасене ăслă тăнлă, ырă кăмăллă пулма хăнăхтарнă. Паянхи кун вара вăл хăйĕн тавракурăмне аталантарасси пирки те манмасть, çамрăксене те тăтăшах пĕлÿ енне ăнтăлма вĕрентет.
Тавах, сире пурне те, ырми-канми ĕçĕршĕн, учитель тивĕçне шанчăклă туса пынăшăн. Çирĕп сывлăх, телей, ÿсĕмсем сунатăп, – çакнашкал ăшă сăмахсемпе пуçларĕ калаçăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке.
Районти вĕрентÿ системине лайăхлатас енĕпе тунă хăш-пĕр ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ вăл.
Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн В.Шакровăн саламне те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç педагогика ĕçĕнче вăй хуракансем.
Унтан пысăк сума тивĕçнĕ вĕрентекенсене тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç: “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ” паллăпа – С.Кириллова (Çĕнĕ Пуянкасси), Л.Смолинана (Тăрмăш), РФ вĕрентÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе – Л.Павлова воспитательницăна (Енĕш Нăрваш), Г.Егорована (Тăвай), Н.Большована (Тĕмер), И.Григорьевана (Тăвай); ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе – Н.Кузьминана (Йăнтăрчă); район администрацийĕн Хисеп грамотипе – В.Сучкована (Тĕмер), О.Ильинана (Тăвай), В.Владимирована (Çĕнĕ Пуянкасси), Л.Николаева воспитательницăна (Тăрмăш); район администрацин Тав çырăвĕпе – Э.Ларионована (Тăвай). Çавăн пекех вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн чыславне те хăш-пĕр учительсене пачĕç. Енĕш Нăрвашри шкул çулчченхи вĕренÿ учрежденийĕнче тăрăшакан Л.Павлова тата Тăвайри искусствăсен шкулĕн преподавательĕ Н.Петрова республикăри конкурсра çĕнтернĕшĕн пысăк сумма укçа-тенкĕ илмелли свидетельствăллă пулчĕç.
Хăйсен ĕçне пысăка хурса хакланăшăн вĕрентекенсен ячĕпе Тĕмерти вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Большова тата Л.Павлова (Енĕш Нăрваш) тав турĕç. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа, малашне лайăхрах ĕçлес ĕмĕт-тĕллевпе саланчĕç педагогсем уявран.
А.НИКИТИНА.
Сăн ÿкерчĕкре: уяв саманчĕсем.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.
Источник: Ял ĕçченĕ.