08 октября 2013 г.
Мучарти ача садĕнче чечексен уявĕ иртрĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ – ачасене çут çанталăка юратма вĕрентесси, унăн ырлăх-пурлăхне, илемне упрама ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕсене те явăçтарасси.
Аслисем валли воспитательсем “Чи лайăх чечек çыххи тата чи хитре ваза” конкурс йĕркелерĕç. Унти ĕçсене тĕрлĕ номинацире хакларĕç. Алина Баданова, Долира Булаковапа Наталья Белкова çĕнтерчĕç вĕсенче.
Илемлĕ савăтсенчи чечексем татах та асамлăн хурăнчĕç. Ольга Немовапа Татьяна Шакшина вара ку енĕпе чăн-чăн ăстасем пулнине кăтартса пачĕç.
Чечеке юратакан хĕрарăмсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Ачисем те хутшăнчĕç калаçăва.
В.ШИБАЛОВА, Л.КИРИЛЛОВА.
Источник: Ял ĕçченĕ.