04 октября 2013 г.
Иртнĕ эрне кун Тăвайри вăтам шкулта кунти пысăк çемьене пĕрремĕшсем хушăннине халалланă уяв пулчĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул алăкне 62 ача пуçласа уçрĕ. Вĕсене Н.Н.Васильева, Э.Н.Ларионова тата И.М.Тарасова вĕрентекенсем пĕлÿлĕх тĕнчине илсе кĕреççĕ.
Уяв ячĕпе пĕрремĕшсене шкул директорĕ В.М.Кириллова саламланă, ăнăçусем суннă. Ачасене саламлама юмахсенчи сăнарсем – Буратино, Тилĕ, Базилио кушак аçи, Карлсон тата Яга карчăк та килнĕ. Уява Катя Ильинапа Света Кузьмина ертсе пычĕç. Пĕрремĕшсем хăйсем те парăмра юлмарĕç, литмонтаж лартса пачĕç, юрăсем юрларĕç.
В.ФЕДОРОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: пĕрремĕшсен концерчĕ.
Источник: Ял ĕçченĕ.