04 октября 2013 г.
4-мĕш класс ачисем чăтăмсăррăн кĕтрĕç çак куна. Пикенсех сăвă-юрă вĕренчĕç, парнесем хатĕрлерĕç. Малтанах класра хăйсен асламăшĕсемпе аслашшĕсене ваттисен кунĕпе чĕнсе саламларĕç, сăвă-юрăпа савăнтарчĕç, пылак чейпе хăналарĕç.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасем ялти ваттисен çуртне çул тытрĕç. Пĕчĕк концерт лартса пачĕç, хăйсем ăсталанă открыткăсене парнелерĕç кинемейсемпе мучисене, пĕрле сăн ÿкерĕнчĕç. Куççулленчĕç те ачасене пăхса ларса ватăсем. “Маттур, лайăх юрлатăр, ” – тесе мухтарĕç.
“Ксения Миронова артистка пулать пуль, ” – шÿтлесе те илчĕç кунта ĕçлекенсем. Вăл “Дождик” ятлă юрра шăрантарни килĕшрĕ пурне те. Арçын ачасем вара такмаксене лайăх кăларчĕç. Хĕр ачасен ушкăнĕн “Калинка” юрри те хавхалантарчĕ куракансене. Шкулта лайăх вĕренме, çирĕп сывлăх сунчĕç, татах та килсе çÿреме сĕнчĕç ачасене кинемейсем. “Пурнăçăрсем пирĕнни пек ан пултăр сирĕн”, –терĕç юлашкинчен мучисем.
Тушкилти ваттисен çуртĕнче тĕрлĕ шăпаллă, тĕрлĕ ялтан 9 çын пурăнать. Арçынсем те, хĕрарăмсем те пур: 60-ти те, 80-ран иртнисем те. Пÿлĕмĕсенче çутă, таса, ăшă. Кунти ватăсене пăхса тăракансем (ертÿçи Т.Н.Алексеева) тăрăшса ĕçлени куçкĕрет. Тарават йышăнчĕç ачасене те, сĕтел хушшине лартса тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: ваттисен çуртĕнчи уявра.
М.ТУЙГАЧЕВА, класс ертÿçи. Тушкилти вăтам шкул.
Источник: Ял ĕçченĕ.