01 октября 2013 г.
Тăвайри вăтам шкулăн 2 “а” тата 3 “а” класĕсенче вĕренекенсем çак кунсенче Кушкăра Ваттисен çуртĕнче пулчĕç, унта пурăнакансене уяв ячĕпе саламларĕç.
Экологи тата тавралăха сыхламалли çулталăкра ачасем хамăр тăрăхри ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсен тĕнчи çинчен нумай çĕнни пĕлчĕç. Уроксенче вĕреннине çут çанталăка экскурсисене тухса, музее кайса çирĕплетрĕç. Çу кунĕсенче вĕсем аслисемпе пĕрле сиплĕ ÿсен-тăрансем пухрĕç, гербарисем хатĕрлерĕç. Иртнĕ эрнере вара икĕ класс пĕрле “Пирĕн таврари сиплĕ ÿсен-тăрансем” темăпа презентаци йĕркелерĕ. Катя Петрова, Дима Иванов, Арсений Староселец, Кирилл Федоров, Катя Порфирьева, Мария Егорова курăксемпе çырласен сиплĕхлĕ, вĕсемпе хăçан тата мĕнле усă курмалли çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕç.
Ун хыççăн активистсем шкул автобусĕпе Кушкăна Ваттисен çуртне çул тытрăмăр. Унта пурăнакансене сăвă-юрăпа саламларăмăр, хамăр хатĕрленĕ чей пĕçермелли сиплĕ ÿсен-тăрансене парнелерĕмĕр. Вĕсем питĕ савăнчĕç, пĕрле сăн та ÿкерттертĕмĕр. Эпир парнеленĕ сиплĕ ÿсен-тăрансем вĕсен сывлăхне çирĕплетчĕр, кун-çулне тăсчăр.
Николай ОБАСЬКИН, 2 “а” класс лидерĕ. Катя ПЕТРОВА, 3 “а” класра вĕренекен.
Сăн ÿкерчĕкре: Кушкăри ваттисен çурчĕ умĕнче.
Источник: Ял ĕçченĕ.