Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хут çĕленсем вĕçтерсе палăрнă

27 сентября 2013 г.

 

Тăвайри ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центрта тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ.
Арçын ачасем техника творчестви ятлине ытларах кăмăллаççĕ. Ăна пиллĕкмĕш çул шалти ĕçсен районти пайĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă Владислав Всеволодович Моисеев ертсе пырать. Çамрăксем техникăна тата тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕренсе ÿсчĕр тесе вăхăтне шеллемест хастар арçын. Малтан Мучарти шкулта ĕçлерĕ В.Моисеев. Унти вĕренекенсем республикăри конкурссенчен тăтăшах çĕнтерÿçĕ пулса таврăннине пĕлеççĕ ĕнтĕ вулакансем. Космăпа Дамиан ячĕсемпе хисепленекен чиркĕвĕн батарейкăпа ĕçлекен макетне тунăччĕ вĕсем.
Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен В.Кондаков В.Моисеев йĕркелесе пынипе Президентăн Грантне тивĕçлĕ пулчĕ. Асăннă пĕлÿ çуртне çÿрекен А.Антонов пирки те ăшă сăмахсем каламалла. Саша – хут çĕленсен фестивалĕн, “Шырав” наукăпа практика конференцин çĕнтерÿçи. “Салют–6” станцин ĕçлекен модельне туса палăрнă яш. Ăна пултаруллă пулнăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине панă. Епле савăнмăн çакнашкал çитĕнÿсемпе?
Кăçал та техника творчествин кружокĕнче ачасене хапăлласа кĕтсе илнĕ Владислав Всеволодович. Ака уйăхĕнче Тăвайри вăтам шкулти Станислав Семенов (9 кл.), Сергей Ежков (6 “б” кл.), Даниил Ивановпа Максим Данилов (6 “а” кл.) республикăри “Манăн ĕмĕрти самолетсем” ятлă практика конференцине ăнăçлă хутшăннăччĕ, малти вырăнсенчен пĕрне йышăннăччĕ. Ун чухне те 20 яхăн команда хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Нумаях пулмасть Чăваш Енре А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ кубока çĕнсе илес енĕпе “Сывлăшри хут çĕленсем” фестиваль йĕркелерĕç. Çĕленсен илемне, вĕсене епле хатĕрленине, сывлăшра мĕнле вĕçнине пăхса хакланă унта. Çавăн пекех тăвайсем хут çĕлен çинчен парашют антарса кăтартнă. Çакна тепĕр районти ачасем кăна тума пултарнă. Станислав Семеновпа ăна пулăшакан Сергей Ежков республикăра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ хăйсен хут çĕленне вĕçтерсе кăтартассипе. Даниил Ивановпа Максим Данилов та маттурлăхĕпе палăрнă.
–Ачасемпе ĕçлесе чун çамрăкланать. Кружока ытларах вăтам классенче вĕренекенсем çÿреççĕ. Кĕçĕннисене те хутшăнтарасшăн-ха тĕрлĕ япала тăвас ĕçе. Ăсталăха пĕчĕк чухнех туптасан, пулас профессие суйлама çăмăлтарах. Ку вĕренÿ çулĕнче пирĕн тата виçĕ мероприятие ăнăçлă хутшăнмалла. Питĕ хатĕрленетпĕр, – тет шалти ĕçсен органĕсен 65 çулалла çывхаракан ветеранĕ В.Моисеев.

Источник: Ял ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика