27 сентября 2013 г.
Воспитатель профессийĕ – чи хисепли. Вăл питĕ ырă ĕç тăвать, кĕçĕн ачасене воспитани парас енĕпе тăрăшать. Пирĕн пуласлăхăмăрăн никĕсĕ ача садĕнче хывăнать те. Ача садĕнче вăй хуракансем пĕчĕккисен пуласлăхĕ çутă, савăнăçлă, сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе тимлеççĕ, ашшĕ-амăшне, ывăл-хĕрĕсене воспитани пама пулăшаççĕ.
Ача садĕнче ĕçлекенсен кунĕ çывхарса килнĕ май, ырă ĕç тăвакансене, ача сачĕсенчи воспитательсене, унта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене професси уявĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатăп. Сире пурне те çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, ырă кăмăллăх, пархатарлăх, телей сунатăп. Ача сачĕсем яланах ача сассипе, вĕсен шăнкăрав пек куллипе тулччăр.
Ĕçĕрсем ăнса пыччăр.
В.Я.ШАКРОВ, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн ертÿçи.
Источник: Ял ĕçченĕ.