23 августа 2013 г.
Чăваш кĕнеке издательстви августа ырă вулав уйăхĕ тесе пĕлтерчĕ. “Кĕнеке парнелетĕн? Тĕнчене парнелетĕн!” ыр кăмăллăх акци ирттерет.
Шкулта, тĕслĕх библиотекисенче хальхи вăхăтра чăвашла çырнă ача-пăча кĕнекисем çителĕксĕр. Çакна шута илсе йĕркеленĕ те ĕнтĕ акцие. Унта хутшăнса, Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли пичетленнĕ кăларăмсене туянмалла та шкул, ял вулавăшĕсене, ача çурчĕсемпе интернатсене, нумай ачаллă çемьесене парнелемелле.
Источник: Ял ĕçченĕ.