Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă классене олимпиадăна йыхравлаççĕ

10 сентября 2013 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа “Аслă классенче вĕренекенсем валли финанс рынокĕ тата потребитель пĕлĕвĕсен никĕсĕ енĕпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри IХ олимпиадăна” хутшăнакансене регистрацилеме тытăннă.
Унта 9, 10, 11 классенче вĕренекенсене хутшăнма йыхравлаççĕ. Олимпиада çĕнтерÿçисемпе призерĕсене вĕренме кĕмелли тĕрĕслевсĕрех Раççейри профильлĕ тĕп аслă шкулсене бюджетлă вырăнсене йышăнаççĕ. Олимпиадăна хутшăнма сентябрĕн 30-мĕшĕччен www.olimpiadaifru.ru сайтра регистрациленни кирлĕ.
Пĕрремĕш тур заочно конкурс-тестировани йĕркипе 2013 çулхи октябрь-декабрь уйăхĕсенче пулать. Иккĕмĕшне – творчествăлла эссе евĕр 2014 çулхи январьччен йĕркелесе ирттереççĕ. Виççĕмĕш тура очно йĕркепе йăлана кĕнĕ тăрăх Мускавра çитес çулхи март уйăхĕнче ирттерме палăртнă.
Асăннă олимпиадăна аслă классенче вĕренекенсем валли рынок фончĕпе управлени Институчĕ Роспотребнадзорпа пĕрле ирттереççĕ. Сакăр çул хушшинче унта çĕр-шывăн пур регионĕсенчен 24 пин ытла çын хутшăннă. Чăваш Енрен пĕлтĕр кăна творчествăлла тупăшăва хутшăнма 1, 5 пине яхăн ача кăмăл тунă, вĕсенчен 24-шĕ финала тухнă.

Чăваш Республикин информполитика министерстви.

 

Источник: Ял ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика