10 сентября 2013 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула 112 ача пĕлÿ илме çÿрет. Вĕсенчен 11-шĕ (9 арçын ачапа 2 хĕр ача) пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ.
11 класра вара вун пиллĕкĕн вĕренеççĕ (13 хĕрпе 2 яш). Вĕсем пурте тăрăшуллă. Шкулти, районти конкурссене, ăмăртусене, олимпиадăсене активлăн хутшăнаççĕ. Сăмахран, А.Черновпа Д.Ильин кире пуканĕ йăтассипе районта малтисен йышĕнче. Е.Краснова та спортпа туслă, “Зарница” тата “Орленок” çар вăййисенче икĕ çул “Чи лайăх командир” ята çĕнсе илчĕ. А.Козловапа К.Иванов – районти чи лайăх çăмăл атлетсем. Ахальтен мар Анастасия Козлова “Чи лайăх спортсмен” номинацире район администрацийĕн пуçлăхĕн грантне илме тивĕçлĕ пулчĕ.
А.Тимошкина çуллен районта иртекен олимпиадăсене хутшăнать. Юлашки 3 çулта 16 хутчен малти вырăнсем йышăннă. Республика шайĕнчи тупăшура та 2-мĕш вырăна тухрĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче РФ Конституцийĕ 20 çул тултарнине халалласа классенче уçă уроксем ирттертĕмĕр.
Источник: Ял ĕçченĕ.