17 сентября 2013 г.
Шкул ачи чухнех çырма пуçланă
Хаçата вăл тĕрлĕ хыпарсем.
Ялсенче кăсăкланса вуланă –
Пĕтĕмпех чăн пурнăçран вĕсем.
Вăтам шкул хыçа юлсан вĕренчĕ
Журналист ĕçне Шупашкарта.
Университет хайхи пĕтерчĕ
Çитĕнсе хĕр пулнă вăхăтра.
“Ял ĕçченĕ” вырăн хатĕрленĕ,
Вырнаçтарнă ăнăçу сунса.
Хăнăхатăн хăвăртах, ак, тенĕ,
Ĕçлеме пуçланă тăрăшса.
Вăтăр икĕ çул иртсе те кайрĕ,
Асăнар, чи вăйпитти çулсем.
Кăмăл тулчĕ-ши е тулаймарĕ –
Çук та пуль татса калакансем.
Эрнере виç номер тек кăларнă
Типографине час-час каçса.
Пичете паричченех те ларнă
Сахал мар-ха тимлĕ вуласа.
Халь редакцирех, ав, наборлаççĕ,
Калăплать компьютер, хатĕрлет.
Унпалах Шупашкара яраççĕ
Пичете, хаçат унтан килет.
Верстка кăткăс ĕç тесе шутлаççĕ,
Пултарать Василь Васильч ăна.
Вăл çук чух самай пăшăрханаççĕ –
Пĕлекенĕ Шумова кăна.
Вăт çапла майпа лекет васкавлă
Номере хатĕрлесе яма.
Çавнашкал пуль ĕнтĕ ăраскалĕ –
Канăва тухсассăн çеç канма.
Ĕçрисем хисеплесе хаклаççĕ,
Иртерех теç хаçатран кайма.
Ахальтен-им хăш чухне хушаççĕ
Тĕп редактор вырăнне юлма.
Лайăххи умра пухутлă пултăр,
Илтĕр тăтăш ыр хыпар-хăнар.
Ачисен ачисене те куртăр,
Сывлăхпа вăй-хал эпир сунар.
Источник: Ял ĕçченĕ.