Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул çурчĕ çĕнелнĕ

20 сентября 2013 г.

     Пĕлÿ кунĕ иртрĕ. Çавăн чухне манăн та ачасемпе пĕрле шкула кайма тиврĕ. Шкул картишне кĕрсен мĕн куртăм? Илемлĕх... Мана чĕннĕ сасă илтĕнсе кайрĕ хыçра. Çаврăнса пăхрăм та, Александр Николаев шкул хуралçи пулчĕ иккен. Сывлăх сунтăм. Унччен те пулмарĕ, В.Данилов водитель вашкăртса тухрĕ. Ĕç-пуç, сывлăх тата ытти çинчен калаçу пуçартăмăр. Сăмах май каласан, В.Даниловăн ĕç стажĕ кăçал 45 çулпа танлашрĕ. Анчах директор ăна татах ĕçлеттересшĕннине пĕлтĕм. Ну мĕнех, Владимир Иванович, савăнсах тăрăшăр, сире ачасем те, вĕрентекенсем те питĕ юратаççĕ. Чылайăшĕнпе калаçу пуçартăм та, сирĕн ĕçе тивĕçлипе хаклаççĕ мĕн. “Ĕç ветеранĕ” ята илме чăннипех тивĕçлĕ эсир.

     Унăн пахчинчи улма йывăççисем, купăсти, кишĕрĕ тата ытти те тавралăха илем кÿреççĕ. Хуçисем тимлесе вăй хунине пурте кураççĕ.
Татах малалла утатăп, умра – икĕ хутлă кирпĕч çурт. Халĕ вăл ĕлĕкхи пек мар иккен. Пăхма çав тери илемлĕ. Тата мĕн тетĕр, тăрри малтанхи пек лаптак мар, струпилсем тăратса каштасем хурса профнастилпа витнĕ. Йăлт урăх сăн кĕртет шкула, чун савăнать çавăншăн.
     Малалла – классем тăрăх. Вĕсем пĕринчен тепри илемлĕ, урайсене сăрланă, стенасене шуратнă. Япаласем пурте хăй вырăнĕнче.
      Çакăн хыççăн спортзала çул тытрăм. Шкул директорĕ Сергей Кириллов пĕрле пычĕ. Вăл манпа хавхаланса калаçрĕ, вĕренÿри тата ял пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсене пĕлтерчĕ. Спортзала ялти “Буяновский” обществăн пуçлăхĕ А.Анастасьев пулăшнипе юсанă. Çутă, таса унта, спорт оборудованийĕсем те пур. Ан ÿркен, çамрăк, сывлăхна çирĕплет, пĕтĕмпех сан алăра. Юсав ĕçĕсем тума пулăшнăшăн А.Анастасьевăн ашшĕпе амăшне шкул дирекцийĕ тав хучĕ парса чысларĕ. Ачисене çавăн пек тÿрĕ кăмăллă пулма, ыттисене яланах пулăшма вĕрентсе ÿстернĕшĕн коллектив та тав тăвать вĕсене. Тепĕр самант: футбол площадкинче ачасене хывăнса тăхăнмалли будка туса панă. Вĕренекенсене питĕ килĕшнĕ çакă.
      Çĕнĕ Пуянкассинчи шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх кĕтсе илчĕ. Юсав ĕçĕсем тума, çурт тăррине çĕнĕрен витме патшалăх пирĕн шкула пысăк сумма укçа-тенкĕ уйăрнă.

Источник: Ял ĕçченĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика