16 ноября 2012 г.
Хаваслă шăнкăрав уроксем вĕçленнине пĕлтерчĕ. Ачасен шавлă ушкăнĕ шкула хирĕç вырнаçнă киоска васкарĕ. Часах вĕсем унтан тухрĕç те сап-сарă шкул автобусĕ патне пырса кĕпĕрленчĕç. Хăйсен аллисенче çап-çутă та илемлĕ хутаçсемпе çимеллисем: чипсы, кириешки... Шкултан тухнăскерсен хырăмĕ выçнă пулмалла. Тăрантаракан апат-и çакă. Çук, паллах! Унран та ытларах – вăл сывлăхшăн сиенлĕ. Шел пулин те çакнашкал ÿкерчĕке час-часах сăнама пулать.
Сенкер экран та, радио та çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕ хавшаса пыни çинчен калаççĕ. Класс сехечĕсенче тĕрĕс апатлану, сывă пурнăç йĕрки çинчен сăмах хускататпăр. Сывă ÿсни пурнăçра çитĕнÿсем тума пулăшать, теççĕ пире вĕрентекенсем. Тĕрĕс сăмахсем. Спорт вĕренÿре пулăшса çеç пырать.
Пĕчĕкренпех физкультура урокĕсене питĕ кăмăллатăп. Иккĕмĕш класран “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртуран пĕрре те юлман. Çуран чупма та, йĕлтĕрпе ярăнма та юрататăп. Пĕлтĕртенпе вара Тĕмер шкулĕнче тренажер залĕ ĕçлет. Физкультурăн виççĕмĕш сехетĕнче ташлама вĕренетпĕр. Шкулти волейбол, баскетбол секцийĕсене хавас кăмăлпа çÿретĕп. Сывлăха çирĕплетмелли майсем тем чухлех, часах акă бассейна ишме çÿреме пуçлатпăр.
Манăн çывăх çыннăмсем – анне, атте, аппа – пурте сывă пурнăç йĕркине килĕштереççĕ. Анне, Инна Петровна, Тĕмерти садик заведующийĕ пулнă май, пире те тĕрĕс апатлану йĕркине пăхăнма вĕрентет. Эпĕ сывлăхшăн сиенлĕ çимĕçсем çиместĕп. Манăн та атте пекех çĕр-шыва юрăхлă салтак пулас килет. 72 çулти асатте те, Егор Прокопьевич, çулла велосипедпа, мопедпа кăмпана е çырлана çÿрет. Хĕлле вара йĕлтĕрпе уçăлма вăрман таврашне çитсе килет. Асатте те, унăн виçĕ ывăлĕ те ку таранччен çăвара пирус таврашĕ хыпман. Вĕсенчен эпĕ те тĕслĕх илетĕп. Сывă ÿсер, туссем!
Источник: "Ял ĕçченĕ"