Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волонтерсен фестивалĕ ăнăçрĕ

13 ноября 2012 г.

Фестивале шкул директорĕ Альбина Александровна Николаева уçнă, волонтерсен юхăмĕ мĕнле пуçланса кайнипе паллаштарнă, ку ĕç ырă та пархатарлă пулнине палăртнă.
Волонтерсене çавăн пекех райадминистрацин социаллă аталанупа архив пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ О.Кириллова, диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ В.Белова саламланă, çитĕнÿсемпе ăнăçусем суннă.
“Тĕмер çамрăкĕсем” командăн ертÿçи Н.Большова шкул волонтерĕсен ырă ĕçĕсене ÿкерсе илнĕ видеопа паллаштарнă.
Фестивале хутшăнакансем пурте пĕрле кĕвĕ çеммипе флеш-моб ташă хусканăвĕсем турĕç. Ку вара тÿрех кăмăла çĕклерĕ.
Тренинг ачасене пĕр-пĕринпе паллашса çывăхланма, пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшрĕ, кашни хăйĕн чун пахалăхне кăтартма пултарчĕ. Çамрăксем умĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Регина Большова сăмах тухса каларĕ, волонтерсен отрячĕсен ертÿçисене шкулта çак ирĕклĕ юхăма йĕркелес тĕлĕшпе мастер-класс кăтартрĕ.
Фестиваль вĕçĕнче пурте пĕрле волонтерсен гимнне юрларĕç. Савăнăçлă лару-тăрура семинар-фестивале хутшăнакансене сертификатсем пачĕç. Мероприятие йĕркелеме хастар хутшăннăшăн Н.Большовапа Р.Большована район администрацийĕн грамотисемпе наградăларĕç. Семинар вăхăтĕнче çамрăксем пĕр-пĕринпе çывăхланчĕç, вĕсенче çĕнĕ шухăшсем, ĕмĕтсем çуралчĕç. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе вăл ăнăçлă иртрĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика